Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкарса (тĕпĕ: кӑкар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫунаттине ҫапса хуҫнӑ кайӑк, кантрапа кӑкарса лартнӑ чана пурнӑҫӗ пек пурнӑҫпа килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лашине юпаран кӑкарса, главнӑй бухгалтер патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юлашки ҫулсенче хуҫалӑх тырпул пуҫтармалли «Вектор» комбайн, «Кировец К-525» трактор, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсем туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%82%d0%b ... %85%d1%80/

— Сана мӗн унӑн ҫумне сӑнчӑрпах кӑкарса лартнӑ-им?

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

Ҫуркунне, ҫӗршыв типнӗ вӑхӑтра, кӗтмен-туман ҫӗртенех вӑл мана грузовик ҫине лартса хуларан чылай инҫете, темле вӑрман хӗррине, илсе кайрӗ те, ҫамрӑк кӑна улма-ҫырла йывӑҫҫисем хушшинче ятарласа ман валли тунӑ йытӑ вити, вырӑсла каласан конура ҫумне тем тӑршшӗ сӑнчӑрпа кӑкарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Пахом та хай ачисене кӑкарса хунӑ пек ҫумран ямасан, тепри те ҫаплах тусан, кам ҫӗнӗ заводсем лартӗ, завочӗсенче кам ӗҫлӗ?..

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Епле кӑкарса хурам-ха ӑна хам ҫума?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Виҫҫӗмӗш хутӗнче Верук хыҫҫӑн упӑшки те хашкаса килчӗ, арӑмӗнчен утӑм юлмасӑр, кӑкарса янӑ пек ҫӳрерӗ, мӗскӗнленсе, йӑлӑнса калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑрҫа куҫӗ япӑххипе каяйманскер, халь вӑл Тимушпа Укаҫа аякранах паллама пултарчӗ те, качакине типнӗ армутирен кӑкарса, шӑлаварне тавӑрса, ҫырма урлӑ каҫрӗ, ҫӳллӗ ҫыран хӗррине йӑпӑртатса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тракторпа кӑкарса сӗтӗрсен те!

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Апла пулсан, хыҫалтан кӑкарса турттармалла!

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Хӗрарӑм кӑкарса хунӑ йытӑпа танах ҫав вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Механизаторсем малашне акара кирлӗ кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене пӑхса ярас, юсамаллине юсас енӗпе тӑрӑшӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Юлашки ҫулсенче тырпул пуҫтармалли, выльӑх апачӗ хатӗрмелли комбайнсем, кустӑрмаллӑ тракторсем, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсем туянтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Кооперативӑн тӗп инженерӗ Н.В.Ульдин кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене ҫуракине хатӗрлесе ҫитерме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Ниҫта илсе кайма пӗлмен пирки кӑкарса хӑварнӑ пуль.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Турта ҫумне кӑкарса илсе кайӑпӑр тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Дружока яланах кил хушшинче сӑнчӑрпа кӑкарса касмӑкра усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Акӑ мӗн, Алексей Данилч, эпӗ кӗтӳҫ мар, каяс текенсене вӗренпе кӑкарса тӑратаймӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тӗлӗнмелле, темӗнле куҫа курӑнман сӑнчӑрпа хӑйсен ҫумне кӑкарса хучӗҫ пулмалла вӗсем, хамӑн чӗппӗмсене пӗр кун курмасанах тунсӑхласа ҫитетӗп.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех