Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кравать сăмах пирĕн базăра пур.
кравать (тĕпĕ: кравать) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн анне пӗр вӗҫӗм ӗҫлет, хӑйӗн ӑҫта мӗн ыратни пирки пӗр сӑмах та шарламасть, ҫӗрлесенче вара вӑл кравать ҫинче ахлатса выртнине илтме пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тӑраниччен апатланнӑ хыҫҫӑн Кирей Элимене каялла кравать ҫине кайса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Диван ҫинчен ҫывӑрмалли пӳлӗмри кравать ҫине куҫса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

«Мӗн амакӗ тата ку?» — Левен, Тамарӑран каярах вӑраннӑскер, пуҫне кравать айне чиксе пӑхрӗ те асра-тӗсре пулман тетраде, сап-сарӑ хуплашкаллӑскерне, асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Хаспати, хаспати», — чӗрӗ шуйттана курса сехрине хӑпартнӑ ҫын пек хӗрес хурса, кӗтесри кравать ҫинчен Верук инке те пуҫне ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Арӑмӗ, сарлака йывӑҫ кравать ҫинче сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, маччаналла пӑхса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗрре кравать ҫинче выртнӑ вӑхӑтра ӗне юрри-варри ҫиес килсе кайнӑ Хурама Иванӗн: сӗт, ҫу, чӑкӑт, уйран тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

— Пулма пултарать, — калаҫас килмесӗр йывӑррӑн кравать ҫине анса ларчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑматтине кравать ҫинчи минтер ҫумне тайӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук кравать ҫинчен хуллен анса тумланма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ваҫли ытамӗнчен вӗҫерӗнсе, кравать ҫине анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Матӗрне кравать умне пукан лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен куҫӗ умне хӑрушла япала тухса тӑчӗ: халиччен кравать ларнӑ вырӑнта ҫунса хуралнӑ, суха хӑми пек авӑннӑ виле выртать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан урлӑ сакпа йывӑҫ кравать хушшинчи урай хӑми ҫине краҫҫын сапса ҫул турӗ, юмӑҫ ҫине те тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун юмӑҫ карчӑк виллине, таҫта лектерсе ыраттарасран хӑранӑ пек, упраса йӑтрӗ те алӑк кӗтессинче ларакан кравать ҫине вырттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сылтӑм енчи стена ҫумӗнче тимӗр кравать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳлӗмре — тӑватӑ тимӗр кравать.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Пирӗн пӳлӗмре пӗр пушӑ кравать пур.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хреҫҫи вӑранса кайрӗ, кравать ҫумӗнчи ураллӑ лампӑна ҫутрӗ, ҫывӑхри чӳрече янаххи ҫинче ларакан, палӑртнӑ вӑхӑта сасӑ парса пӗлтерекен-кӑтартакан сехет ҫинелле тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӗҫелис ҫырусене кравать айӗнче ларакан хура чӑматанне чиксе хучӗ…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех