Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килессе (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку телей килессе мӗн таран кӗтнӗ эпӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрнепе Ҫтаппан, Микулапа Анук ҫеҫ килессе кӗтсе, кӗҫӗр апат-ҫимӗҫ лартса чӑрманма та шутламанччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун чухне эпир те ку вӑхӑт килессе сунманччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ытти миххисене илсе килессе кӗтмесӗр, Платун халь ҫеҫ лартса хӑварнине йӑтса, ҫенӗке кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ялйыш умӗнче хӑравҫӑлла курӑнса намӑса кӗрес килмерӗ ун, сехре хӑпнине лӑплантарас шутпа сӑхсӑхрӗ те, пӳртре мӗн пуррине йӑлтах тӗрӗслеме шут тытса, юлташлӑха кам та пулин килессе кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫак самант килессе нумай кӗтрӗм, ҫавӑнпа ӗҫ пӑрахиччен тӳсме пултараймарӑм…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ паянах килессе пӗлнӗ пулсан, вӗри апат хатӗрлеттӗм.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ырӑ хӑна килессе кӗтнӗ чухнехи пек, пӳлӗме тасатма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм вӑл килессе урапа патӗнче кӗтет имӗш.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ӗнтӗ вӗсем чӑннипе камне вӑлтса пӗлме май килессе те ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Крючниксем, хӑйсене таҫта илсе кайсан та, цирка ертсе килессе кӗтменччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем, каравансем килессе шанмасӑр, ҫӗр каҫма хваттер шыраса саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑлхана ӑнсӑртран пыра-пыра кӗрекен сӑмахсенчен Ҫтаппан кутамккаллӑ чӑватсем анатран караван килессе кӗтнине, унта баржа е пӑрахут ҫине ӗҫе кӗме ӗмӗтленнине пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Поезд килессе те кӗтетпӗр, милици сотрудникӗсене те кӗтетпӗр тата фуфайкӑллисем килессине пӗлсех вӗсене те кӗтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

…Вӗҫелис килессе килтисем кӗтмен.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Риммӑпа Наташа стройкӑна чи малтан ҫитрӗҫ, хӑйсен ӗҫне вӗҫлесе вуннӑмӗш хутри пусма патӗнче канма ларчӗҫ те сварщиксем килессе кӗтме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Райпо председателӗ е тӗп бухгалтерӗ апата хӑш вӑхӑтра килессе ҫеҫ пӗлмелле, вара ҫав сӗтел хушшине лармалла.

Куҫарса пулӑш

Меслетне пӗлмелле // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36–37 с.

Килессе килӗп-ха эп, ярӑнма та ярӑнӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑтана ярас пирки эсӗ вӑрҫӑран килессе кӗтӗпӗр».

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

1919 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче хула тӳремӗнче американсен элчисене мирлӗ килӗшӳ тӑвасси тӗлӗшпе килессе кӗтсе тӑнӑ марибор нимӗҫӗсене Рудольф Майстер ертсе пыракан словенсен отрячӗсем тапӑннӑ.

27 января 1919 года мариборские немцы, ожидавшие на городской площади прибытия американской делегации на мирные переговоры, были атакованы словенскими отрядами Рудольфа Майстера.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех