Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кив сăмах пирĕн базăра пур.
кив (тĕпĕ: кив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни ӳкерчӗкӗшӗн Лавр (кив укҫапа) сакӑр вунӑ-ҫӗр тенкӗрен кая мар илет.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ лешӗ вилмерӗ-ши тесе шутлатӑп: кӗпер айӗнче кив юпа тӗпӗсем нумай пулаканччӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрремӗш курсра пӗлӳ пухнӑ вӑхӑтра техникум ҫурчӗсенче Вӑрнарти госпитальсенчен сывалса тухнӑ салтаксенчен йӗркеленӗ Хӗрлӗ ҫар чаҫӗ тӑнӑ пирки занятисем Кив Мӗлӗшре иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Иливан ик эрнене яхӑн кӗл чӑххи пек килте ларнӑ хыҫҫӑн чӑтаймарӗ, амӑшӗн кив кӗрӗкне тӑхӑнсах картишне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепи ҫине кив тумтир, пуҫне ҫӗтӗк тюбетей тӑхӑннӑ ачана курчӗ те юпа пек хытса тӑчӗ, унтан ҫари ҫухӑрса йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан юнашарти Кив Тукайран хӑйӗн кӗрӳшне Магмет Беззубова тата Нухрата чӗнтерчӗ, тӗкӗрҫӗсене темиҫе киле вырнаҫтарса апатлантарма, лашасене ӑшӑ витесене хупса сӗлӗ пама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эмине вӗсене иккӗшне икӗ чӗл ҫӑкӑр тата пӗрер ҫӗклем кив тумтир тыттарчӗ те кунта вырӑн ҫук тесе мунчана кайма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кив Тукайри хуралтӑсем те начар мар унӑн, анчах куна ҫитме ӑҫта!

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тукай ҫывӑхри тутар ялӗнче пурӑнать, пирӗн пек ҫумӑр айӗнче шапармасть, — терӗ ӑна Кив Тукай ҫынни.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак сӑмахсене кашни кун илтекен Ахтупай тек килте ларма пултараймарӗ, амӑшӗ вӑрҫнине пӑхмасӑр юлан утпа Кив Тукайкассине тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрпӳ патӗнчи Кив Тукая Хусан хӑни сӗм-тӗттӗм пулсан ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑхӑт нумай та иртмерӗ, элпуҫпе Северьян ҫынсене Кив хула вырӑнне ертсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

…Северьян Кив хула ҫуммипе иртнӗ хушӑра ҫав-ҫавах Тукай мӑрсана вӑрҫрӗ: пулать те кутӑн этем — май пур ҫӗртен пулӑшмарӗ витере ларакан чӑвашсемпе ҫармӑссене.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кив хула вырӑнӗнчи пек, те тытса хупасси пур унта…

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь унтан тӑварах, Кив хула текен вырӑнта, вырӑссен станици тӑрать.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Районти чылай ял каллех электричество ҫутисӗр юлчӗ: Пӑваяль, Ҫӗрпел, Ҫӗньял Хапӑс, Кушлавӑш, Ҫӗн Сӑрьел, Кив Шуртан, Услантӑр Енӗш, Кивҫурт Енӗш, Отиккӑвӑ, Кӳстӳмӗр, Ершепуҫ, Малти Ишек, Упнер, Хӑмӑш, Мачамӑш, Кӑкшӑм енчи тата ытти ялсем…

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Ӑҫта каятӑн? — терӗ кив тунката ҫинче апатланса ларакан пӗр ҫынни вырӑсла.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кив Шуртанти тӑван амӑшне те, Маргарита Юрьевна Яковлевана, манмасть.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Тыр-пул туса илме вӑй хунине шутламасан Михапарсем икӗ ҫу хушши кив пӳрт ҫумне ҫӗннине тӗксе лартас тесе тӑрмашрӗҫ.

Два лета, не считая времени жатвы, Михабар с Уккой потратили на сооружение пристроя к старому дому.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Акӑ вӗсем: салтакран таврӑннӑ Архипов Микихвӗр, Кив Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан тиечук Тихоплесский Кӗркури, Рязань кӗпӗрнинчен килнӗ Ильин Василипе Тельков Андрей.

Вот они: вернувшийся из армии Никифор Архипов; дьяк Григорий Тихоплесский, проживающий в селе Старые Шигали; прибывшие из Рязанской губернии Василий Ильин и Андрей Тельков.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех