Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каютӑна (тĕпĕ: каюта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пархӑт курткине карланки тӗлӗнче вӗҫертнӗ, кӗпин шурӑ виҫ кӗтеслӗхӗ уҫӑлнӑ, пӗр ури тӳррӗн тӑсӑлнӑ, тепри — пукан айӗнче, пичӗ манӑн пуҫ айккинчен таҫталла пӑхать — шухӑшлать; ҫапла ларнӑран вӑл пӗчӗк каютӑна талккӑшпех тултарса хунӑн туйӑнать.

Его бархатная куртка была расстегнута у самого горла, обнажая белый треугольник сорочки, одна нога отставлена далеко, другая — под стулом, а лицо думало, смотря мимо меня; в этой позе заполнил он собой всю маленькую каюту.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Гаваньрен лайӑх ҫилпе тухрӑмӑр; карапа тӗпӗнченех аванах силлет; сӑмсахран пӑрӑнсан руль умне Эстамп тӑчӗ, Дюрокпа иксӗмӗр каютӑна иртрӗмӗр, вара эпӗ ҫак ҫынна тӗплӗн тишкертӗм, ҫав самантрах хупахран шӑллӗпе таврӑннӑ Гро хӑйне еплерех туйнине умӑма кӑларса тӑратрӑм.

Мы вышли из гавани на крепком ветре, с хорошей килевой качкой, и, как повернули за мыс, у руля стал Эстамп, а я и Дюрок очутились в каюте, и я воззрился на этого человека, только теперь ясно представив, как чувствует себя дядя Гро, если он вернулся с братом из трактира.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Юнашарах «Мелузина» тӑрать; унта манӑн асаплантаруҫӑсем каютӑна ҫап-ҫуттӑн йӑлкӑштарса, шур эрехпе ӑшӑнса киленеҫҫӗ.

Рядом стояла «Мелузина»; там мучители мои, ярко осветив каюту, грелись водкой.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Хӗвел анчӗ, — терӗ каютӑна кӗрсе тӑнӑ боцман.

— Солнце село, — сообщил вошедший в каюту боцман.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Унтан вӑл каллех ҫуталчӗ, юлашкинчен хушӑкран хура ӳтлӗскерӗн йӑлтӑркка куҫӗ курӑнса кайрӗ те каютӑна сӑнаса ҫаврӑнчӗ.

Затем она снова стала прозрачной, и наконец, блестящий глаз чернокожего появился в ее очерке, разглядывая каюту.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Каютӑна тепре кӗрсен вӑл питне аллипе хупларӗ, хуҫланакан пукан ҫинче нумайччен ларчӗ, аллине сирсен Нок кӑмӑлӗ ҫав тери пусӑрӑнчӑк пулни курӑнчӗ.

В одно из этих посещений каюты он долго сидел на складном стуле, закрыв лицо руками, и, когда опустил их, взгляд его выражал крайнее угнетение.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пушартилле кӑшкӑрса Пантен «Вӑрттӑнлӑха» ҫил ҫинчен кӑларчӗ; карап чарӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах крейсер патӗнчен шурӑ перчеткеллӗ лейтенантпа командӑна лартса пӑспа ӗҫлекен катер ку еннелле ыткӑнчӗ; карап палуби ҫине улӑхсан лейтенант йӗри-тавралла тӗлӗнерех пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Грэйпа пӗрле каютӑна иртрӗ, тепӗр сехетрен тухрӗ те — аллине тӗлӗнерех сулкаласа, чинне ӳстернӗ чухнехилле йӑл кулӑпа ҫиҫсе сенкер крейсер патне ҫул тытрӗ.

Пантен, крича как на пожаре, вывел «Секрет» из ветра; судно остановилось, между тем как от крейсера помчался паровой катер с командой и лейтенантом в белых перчатках; лейтенант, ступив на палубу корабля, изумленно оглянулся и прошел с Грэем в каюту, откуда через час отправился, странно махнув рукой и улыбаясь, словно получил чин, обратно к синему крейсеру.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Каҫалапа Грэй каютӑна кӗрсе ларчӗ, кӗнеке тытрӗ, страница айккине хире-хирӗҫле шухӑшсем ҫыра-ҫыра хурса авторпа чылайччен тавлашрӗ.

Под вечер он уселся в каюте, взял книгу и долго возражал автору, делая на полях заметки парадоксального свойства.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй палуба ҫине ансан Гоп ӑна каютӑна чӗнсе кӗртрӗ те кивелсе-ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗнекине уҫрӗ.

Когда Грэй спустился на палубу, Гоп вызвал его в каюту и, раскрыв истрепанную книгу, сказал:

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах матроссенчен пӗри мана чӑрмантарчӗ, вӑл эпӗ тарма тӑни ҫинчен капитана пӗлтерчӗ, капитан мана хамӑн каютӑна питӗрсе лартма хушрӗ.

Но один из матросов помешал мне и доложил о моем покушении капитану, который велел закрыть меня в моей каюте.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

1711 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче ман каютӑна Джемс Уэлч текен темӗнле ҫын анчӗ те, капитан мана ҫыран ҫине антарса хӑварма хушни ҫинчен пӗлтерчӗ.

9 мая 1711 года ко мне в каюту спустился некто Джемс Уэлч и объявил, что капитан приказал ему высадить меня на берег.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах эпӗ каютӑна хупса лартнипе вӗсем ӑҫталла ҫул тытнине пӗлме пултараймарӑм.

Но я не знал взятого ими курса, так как все время находился под строжайшим арестом в каюте,

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем мана валли каютӑна апат-ҫимӗҫпе шыв илсе пыратчӗҫ, карапа вара хӑйсем ертсе пычӗҫ.

Они присылали ко мне в каюту пищу и питье, а управление кораблем захватили в свои руки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗрре ирпе вӗсем ушкӑнӗпех ман каютӑна кӗпӗрленсе кӗчӗҫ те, хӑйсене хирӗҫ тӑрас пулсан тинӗсе пӑрахатпӑр тесе хӑратса, ман ал-урасене ҫыхса лартрӗҫ.

Однажды утром заговорщики ворвались ко мне в каюту, связали меня по рукам и ногам и угрожали выбросить за борт, если я вздумаю сопротивляться.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ каютӑна хама илсе килнӗшӗн тӳлемелли укҫашӑн хамӑн мӗнпур пурлӑха пама пултӑм, анчах вӑл пӗр фартинг та илместӗп, терӗ.

Я предложил капитану в уплату за мое пребывание на корабле все, что у меня было, но он не согласился взять ни одного фартинга.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла каласан, капитан ман тӑн-пуҫ тӗрӗс-тӗкелли пирки иккӗленсе тимлӗн пӑхрӗ те мана хам валли хатӗрленӗ каютӑна кайса лайӑхрах канма хушрӗ.

Тут капитан принял серьезный вид и посоветовал мне отправиться в отведенную мне каюту и хорошенько выспаться.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ капитана унӑн матросӗсенчен кама та пулин ярса ещӗке каютӑна илсе килтерме йӑлӑнтӑм.

Я просил капитана распорядиться, чтобы кто-нибудь из матросов принес ящик к нему в каюту.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ каютӑна антӑм та сурана ҫыхма пикенсе пӑхрӑм.

Я сошел в каюту и попытался перевязать себе рану.

XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Шухӑшланӑ май эпӗ вӑхӑта та ҫухатмастӑп: каялла каютӑна кайса пушмака тӑхӑнтӑм та, эрех бутылкине илсе палуба ҫине хӑпартӑм.

Размышляя, я не терял времени: прокрался назад в каюту, надел башмаки, схватил бутылку вина и вернулся на палубу.

XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Итле-ха, Джим, эпӗ сана каютӑна анма тата ман валли… мур илтӗрех… мӗн кирлине манса кайрӑм… пӗр бутылка эрех илсе килме хушасшӑнччӗ.

Слушай, я хочу попросить тебя спуститься в каюту и принести мне… черт подери, я забыл, что мне нужно… да, принеси мне бутылочку вина, Джим.

XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех