Шырав
Шырав ĕçĕ:
Виҫҫӗмӗш хута ҫитиччен манӑн кӳме картлашкасем ҫинче мӗнле тӳсрӗ-ши?
Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.
Унтан вӑл хӑвӑрт пусма картлашки еннелле утрӗ; Фабиан господин картлашкасем тӑрӑх хӑпарнӑ сасӑ, параппана темӗнле васкаса та чарӑна пӗлмесӗр ҫапнӑ пек, илтӗнсе юлчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Антонов, картлашкасем ҫине пусмасӑр тенӗ пек, ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ те ҫирӗппӗн утса кайрӗ.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Картлашкасем ҫине асӑрхануллӑн пусса, эпӗ Геллерт ятлӑ сӑрт ҫине хӑпаратӑп: 1947 ҫулта кунта Венгрин тӗп хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче пуҫне хунӑ 80 пин совет салтакне асӑнса палӑк лартнӑ.
Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.
Крыльцаран кӗрсенех — ҫӳлти хута хӑпармалли сарлака картлашкасем.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Йытӑ картлашкасем тӑрӑх чупса кайнӑ та тӗтӗм ӑшне кӗрсе ҫухалнӑ.
Пушар йыттисем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 49–50 с.
Ура вӑйӗ юлмарӗ, — текелесе картлашкасем ҫинчен аран анчӗ Эльгеев.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗччен картлашкасем ҫинчен анаймӑп, — хушрӗ Эльгеев.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Эсӗ йӗрсен ансат тасалӑхне куратӑн, ҫак тасалӑх ҫурт йывӑрлӑхне ҫемҫетет; унтан — симӗс черепица, сенкер шыв пек витӗр курӑнакан кантӑклӑ шурӑ стенасем; сарлака ҫак картлашкасем, — вӗсем тӑрӑх ерипен, шухӑша путса капмар вулӑсем патне, сарлака ҫулҫӑллӑ туратсен мӗлкине анаятӑн, унта уҫӑ вырӑнсенче хӗвелпе мӗлке ӑнӑҫлӑ вырнаҫтарса тухнӑ хӳхӗм-капӑр чечексен клумбисем ҫӳлелле ҫӗкленсе савӑнтараҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Картлашкасем яп-яка, кукӑр-макӑр.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Туртса ячӗ те ҫапкаланчӑк — вӑрӑ эшкерӗн керменӗ пирки ӗмӗтленме пикенчӗ: ҫухалакан урайсем, вӑрттӑн картлашкасем, юнлӑ тарҫӑсем…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Ҫуртсене ӑҫта килнӗ унта лартса тухнӑ, — урамсен сӗмне те тупаймӑн; Лисс урамӗсем чӑн пӗлтерӗшӗпе никӗсленеймеҫҫӗ те, мӗншӗн тесен хула чӑнкӑ ту хысакӗсемпе сӑртсен хушшинче вырнаҫнӑ, вӗсене картлашкасем, кӗперсемпе винт евӗрлӗ ансӑр сукмаксем ҫыхӑнтараҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Картлашкасем, урайӗ, алӑкӗсемпе чӳрече янаххисем пурте пысӑк, пурне те тип ҫу шӑрши кӗрекен яка та сарӑ сӑрӑпа сӑрланӑ.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Картлашкасем тӑрӑх хӑпарнӑ вӑхӑтра вӗсем час-часах хӑйсем мӗн тумаллине манса кайса, манран юла-юла пычӗҫ.Поднимаясь по ступенькам, они то и дело забывали, что им нужно делать, и отставали от меня.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсене пӗлтермен пулсан, вулакан та, эпӗ малтан хам ӑнланман пекех, ҫак ҫынсем хама картлашкасем тӑрӑх утрав тӑррине, унтан вара король ҫуртне темӗн те пӗр хӑтланкаласа илсе кайнине ӑнланман пулӗччӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унтан сасартӑк тӑватӑ е пилӗк ҫынӗ ушкӑнран уйӑрӑлса картлашкасем тӑрӑх васкасах утрав тӑрринелле хӑпарса кайрӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫав галерейӑсене пӗр-пӗринпе тата утрав тӑррипе сӗвек картлашкасем ҫыхӑнтарса тӑраҫҫӗ.Отлогие лестницы соединяли их между собой и с вершиной острова.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ пусма патнелле ыткӑнтӑм, — мана хирӗҫ ҫӑра тӗтӗм пӗлӗчӗ йӑсӑрланса хӑпарать, картлашкасем тӑрӑх хӗп-хӗрлӗ ҫӗленсем явӑнса шӑвӑнаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах аялта, ҫенӗкре, такамӑн тимӗр шӑлӗсем йывӑҫа кӑшланӑ пекех шатӑртатни илтӗнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӗсем ҫурт ҫумӗпе чупса кайнӑ та картлашкасем тӑрӑх аннӑ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ҫав мӗлкесем площадкӑналла чупса тухса, картлашкасем урлӑ сиксе, пусма тӑрӑх аялалла вӗҫтерчӗҫ.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.