Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канӑҫлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
канӑҫлӑх (тĕпĕ: канӑҫлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Унӑн парни канӑҫлӑх парни пулсассӑн, парнине вӑл шултӑра ар выльӑх е ама выльӑх кӳрет пулсассӑн, Ҫӳлхуҫана айӑпсӑр выльӑх кӳтӗр, 2. аллине парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 3. канӑҫлӑх парнинчен вӑл вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 4. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 5. вара Аарон ывӑлӗсем ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче, вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса ярӗҫ: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне.

1. Если жертва его жертва мирная, и если он приносит из крупного скота, мужеского или женского пола, пусть принесет ее Господу, не имеющую порока, 2. и возложит руку свою на голову жертвы своей, и заколет ее у дверей скинии собрания; сыны же Аароновы, священники, покропят кровью на жертвенник со всех сторон; 3. и принесет он из мирной жертвы в жертву Господу тук, покрывающий внутренности, и весь тук, который на внутренностях, 4. и обе почки и тук, который на них, который на стегнах, и сальник, который на печени; с почками он отделит это; 5. и сыны Аароновы сожгут это на жертвеннике вместе со всесожжением, которое на дровах, на огне: это жертва, благоухание, приятное Господу.

Лев 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сирӗн килӗрсенче тӑнӑҫлӑхпа канӑҫлӑх, юрату тата ӑнлану пултӑр, ачасем вара хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе, пултарулӑхӗпе савӑнтарччӑр.

Куҫарса пулӑш

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

Мучи тарӑхма пуҫлать, канӑҫлӑх ҫухалать унӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Спорт лапамӗнче вара сывӑ пурнӑҫ йӗркине парӑннисем футбол, волейбол вӑййисенче, армрестлингра канӑҫлӑх тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗхӗн черетлӗ уявӗнче // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b5%d0%b ... %87%d0%b5/

Ҫил вӗрнипе йӗри-тавра ыткӑнса вӗлкӗшекен ялавсем чун-чӗрере мӑнаҫлӑх ҫуратрӗҫ, вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗн хастарӗсем шӑратакан юрӑ-кӗвӗ ырӑлӑхпа канӑҫлӑх кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Ӗҫе ӑнӑҫлӑ тӑрланӑ ятпа ӳт-пӗвӗме пӑртак лӑш парас, чун-чӗрене канӑҫлӑх кӳрес килчӗ: хулари хӑш-пӗр паллӑ вырӑнсене ҫитсе куртӑм, пур-ҫук укҫана типӗтсе ҫак хула ҫинчен асӑнмалӑх пӗр-ик алӗҫ япали туянтӑм, пасарта хӗвел ҫинче кӑвӑртнӑ пулӑпа та, ытти анӑш-тӑнӑшпа та тӑкӑнтӑм, вара «киле» таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Каҫхи сулхӑн хыҫҫӑн хӗвел уйрӑмах чӗрене канӑҫлӑх кӳрсе ачашлать, ҫавӑнпа та автобус чӳречинчен вӗлтлетсе юлакан уй-хирсене пӑхса пыракан Клава хӑй сисмесӗрех тӗлӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пирӗншӗн те кунта нимӗнле канӑҫлӑх, нимӗнле ҫӑмӑллӑх пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вилсен тӑван ял ҫӑви ҫине выртасчӗ тесе Катӑкуялла кайма тухнӑскер Ҫӗрпӳре ӗмӗрлӗхех канӑҫлӑх тупать.

Захотелось ему упокоить свои кости в родном краю, но не добрался он до Кадыкуя, навсегда остался в цивильской стороне.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халь тавӑру кӑна чӗрене канӑҫлӑх парӗ, ашшӗ тӑприне ҫӑмӑллатӗ.

Только расплата за смерть отца облегчит душу, облагородит прах отца за кладбищенской чертой.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пыл шӑршине сарать ҫӑкалӑх, Чечексемпе ҫаран ҫунать, Ыр кӑмӑллӑн тӑрать тавралӑх, Вӑл сывлӑх, канӑҫлӑх сунать.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Асапланать барон; чӗри Вӑркать ун канӑҫлӑх памасӑр.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Барон ҫапла халь шухӑшлать — Хыпар иртен пуҫа кышлать, Памасть вӑл канӑҫлӑх пӗр чӗптӗм.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пуҫра ун шухӑшсем кӗтӳ пек, Памаҫҫӗ канӑҫлӑх ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Те шухӑшран тарса ҫӳресшӗн, Те канӑҫлӑх хӑйне кӳресшӗн, Ишут ҫӳрерӗ вӑрманта.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сисмен те, ерипен шуса, Вӑрман ҫине ҫӗн уйӑх тухрӗ: Шуранкӑ ҫутӑ меллӗн юхрӗ, Хӗре илет пек чуп туса: Ӑна вӑл саврӗ, ачашларӗ, Анчах та канӑҫлӑх памарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ҫавах лӑпкӑлӑх, канӑҫлӑх та тупрӑм пурнӑҫра, халӗ мана никам та хӑратакан ҫук, йӗркеллӗ пурӑнатӑп, пурте ҫителӗклӗ, анчах шел, пурӑнма сахал юлчӗ, ӗмӗрӗм вӗҫленсе пырать», — терӗ манпа сывпуллашнӑ чух Пакаля Лизи.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Хӑйӗн чӑваш халӑхне панӑ Халалӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Турра ӗненсе пурӑнасси калама ҫук пысӑк япала – пуринчен ытла эсир ҫавна хытӑ тытса тӑрӑр. Ӗненӳ этемӗн ӑсне, кӑмӑлне ҫунатлӑлантарса ҫамӑллатать, чун пурнӑҫне канӑҫлӑх парать, лӑплантарать; инкек-синкек, хуйхӑ курнӑ вӑхӑтра чуна хӑват парать; ӗҫсем ӑнса телейлӗ пурӑннӑ чух ӗненӳ чуна тасатать, ӑна ҫутатса тӑрать».

В своем Духовном завещании чувашскому народу он писал: «Крепче всего берегите величайшую святыню – веру в Бога. Вера окрыляет силы ума и сердца, дарует внутренний мир, утешает и одобряет душу в часы несчастья и горя, очищает и просветляет ее в счастье и удаче».

Михаил Игнатьев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/16/news-3543652

Ялтан ҫыру илнӗ хыҫҫӑн Лида канӑҫлӑх мӗнне манчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Хӑш-пӗр тӗрмесенче — ҫиме пӑрахаҫҫӗ, е пӗр-пӗр харкашу сиксе тухать, пирӗн Лукьяновкӑра вара — ырӑ шӑршӑ сывлӑшра сарӑлать; канӑҫлӑх та шӑплӑх.

По тюрьмам — где голодовка, где другой какой скандал, а-у нас в Лукьяновке — благорастворенье воздухов. Мир и тишина-с.

XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех