Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канӑҫа (тĕпĕ: канӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тетӗн, кашнин хӑйне май ӗҫ пур; кӑнтӑрла та, ҫӗрле те канӑҫа пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Вилнӗ ҫыннӑн вара, канӑҫа пӗлмесӗр, хӑй валли вырӑн шыраса ҫӳремелле пулать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анчах тӑшман пур: чун сӳлерӗ, Пӗтерчӗ канӑҫа пачах; Хӑр шухӑшпа Ишут ҫӳрерӗ, Тытасшӑн супрӗ хӗл каҫах.

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫухатрӑм канӑҫа вара».

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӗлӗк тейӗн, Анчах пӑсать вӑл канӑҫа, Тӗтрелетет ман пурнӑҫа».

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗртен-пӗр шӑпчӑксем анчах Каҫхи ыр канӑҫа пӗлмеҫҫӗ: Сӗм тӗттӗмре чӗвӗлтетеҫҫӗ — Канмашкӑн вӑхӑт ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫакӑн пек чунпа-чӗрепе ҫуйкӑнланса ҫитнӗ, канӑҫа йӑлтах ҫухатнӑ кунсенчен пӗринче Тукай патне ҫӑви-ҫуми пӗрӗхсе йӗкӗлтесе тӑракан ҫумӑр витӗр икӗ юлан ут пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хальхи вӑхӑтра та вӑл канӑҫа пӗлмесӗр тӗрлӗ проектсене хутшӑнма хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ хӗрарӑм пур ӗҫре те хастар // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8926-pultaru ... te-khastar

Вӑл паянхи кун та, канӑҫа пӗлмесӗр, обществӑлла ӗҫсене хутшӑнать, Канаш районӗнчи АПК ветеранӗсен канашӗн ертӳҫин заместителӗнче тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

Канӑҫа ҫухатса, ҫывӑрас ыйӑха манса кӗтрӗҫ Иштерек кил-йышӗнче Ахтупая.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Енӗш пӗвинче шапасем канӑҫа пӗлмесӗр кваклатаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Канӑҫа пӗлмест, ӑшталанать Михаил Николаевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Малалла кам тухса калаҫӗ-ши?» — канӑҫа ҫухатса кӗтнӗччӗ Эльгеев, анчах машина тапранчӗ те Грузински урам еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Канӑҫа ҫухатрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑра йывӑҫ ҫулҫисем кӑштӑртатнинче, ҫӗрлехи фиалка чечекӗсемпе вӑрман хӑяхӗн шӑршинче ылтӑн ҫӑлтӑрӗсемпе ялтӑртатса тӑракан пӑчӑ ҫӗр канӑҫа пӗлмен тӑмана пек кӑшкӑрса янтраса тӑнӑн туйӑнчӗ.

В шорохах пышной листвы, в запахах ночных фиалок и лесной осоки беспокойной совой кричала раззолоченная звездами душная ночь.

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Канӑҫа пӗлмесӗр кускалать.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Канӑҫа ҫухатнӑ чӗри йӗппе чикнӗ пек ыратрӗ.

Сердце, потерявшее покой, болело, словно на иголках.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫав вӑхӑтра пӗр чун ҫеҫ канӑҫа пӗлмесӗр урам тӑрӑх утрӗ.

В это время одна душа, не зная покоя, шла по улице.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫын куҫ умне курӑнас мар тесе тӑрӑшса утрӗ пулин те Аня усси пулмарӗ: дояркӑсем ирхи сӑвӑм хыҫҫӑн канӑҫа пӗлмесӗр кускалаҫҫӗ.

Хоть и старался не показываться на глаза людям, но попутки Ани были бесполезны: доярки суетливо бегали во время утреннего удоя.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Йӗкех хӳре ҫинчен илтсен ашшӗ канӑҫа пачах ҫухатрӗ.

Папа прямо из себя вышел, когда услыхал про крысу.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех