Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кантура (тĕпĕ: кантур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кантура кӗрсе путевка ҫырчӗ, гаражра ганистрсенчен бензина машина бакне тултарчӗ, автол виҫине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Управлени умӗнче анса юлнӑ Василий Викторович каткари шывпа аттине ҫурӗ, лайӑх сӗрсе тасатнӑ пусма картлашки ҫине йӗр хӑварса кантура кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пир-авӑр сутакан пӳлӗмре икшер кӗпелӗх пурҫӑнпа кӗшемӗр, хыс ҫӗлетме тата кӗрӗк сӑрма чи чаплӑ пустав касса кантура таврӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫул ҫинче чух Ҫтаппан кантура ҫитсенех, старшина мӗншӗн чӗннине каласа парӗ те, ҫав самантрах киле таврӑнма тухӑп тесе шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен шухӑшне каласа пӗтерме васкаса: — Ҫтаппан, старшина кантура пыма хушрӗ сана. Халех каймалла. Ху ирӗкпе пымасан, стражниксем тытса каяҫҫӗ тата штрав хураҫҫӗ! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ иртнӗ эрнерех, пире Чӗмпӗртен хут килмен-и тесе, кантура кайса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне хӑйӗннех: — Пӗтрӗмӗр-ҫке, атте, пӗтрӗмӗр, хӑвах кайса кил-ха ыран кантура.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кантура кайса, тиеке калас пулать, — татах сӑмах хушрӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑйсене список тума кантура чӗнтернипе Григорьев пӗчӗк Долгов хӑш эртеле кӗнине те вӗсене ӑҫтӑ ӑсатнине те курса юлаймарӗ.

А в какую артель угодил Долгов, Григорьев не сумел узнать, так как того вызвали в контору для составления списков.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мана каллех кантура чӗнеҫҫӗ-и?

Опять, что ль, в контору вызывают?

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗнле япала вӑл — тимӗр чӗлхи? — текелесе те ҫӗре анчӗ вӑл, те кантура кӗчӗ — куҫран ҫухалчӗ.

Но все же спросил: — Это что еще за «язык железа»? — и незаметно исчез с крыльца — то ли нырнул в контору, то ли сбежал.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Вӗсем, хӗрпе вулӑс кантурӗ, манпа кулава пекех, пӗр-пӗриншӗн ют-ҫке, ӑмма Савтепи ҫухалнӑшӑн кантура хытӑ сыхламалла?

— Они, Савдеби и контора, чужие друг другу, как я и волостной голова, к примеру. Тогда зачем привязывать Савдеби к конторе?

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Савтепи ҫухалнӑранпа кантура хытӑ сыхлама хушать Ивук.

Ивук строго велит охранять с того дня, как Савдеби пропала.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан темӗн манса хӑварнӑ Ивук кӗрсе тухрӗ кантура.

Потом вернулся Ивук — видимо, забыл что-то.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каҫ пулас умӗн тин Михапара кантура чӗнсе кӗртрӗҫ.

Михабара пригласили в контору лишь под вечер.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр кун Микки, каҫ пулттипе арӑмне пулӑшмалла пек-мӗн пек — хӑй кайрӗ кантура.

На другой день Микки под видом помочь жене с уборкой сам пошел в контору.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем ӑна ҫӗрле уҫса пӑхаҫҫӗ те, ҫӑраҫҫине Хветле, ним пулман пекех, кантура хӑй вырӑнне кайса ҫакать.

Они сходят туда ночью, а потом Фекла повесит ключ на место, и никто ни о чем не узнает.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вулӑс тиекӗ таҫтан васкаса тавранчӗ — Янтул йӗрӗ ҫине ӳкнӗ ӗнтӗ, апла кӗҫех ӑна кантура чӗнтереҫҫӗ.

А вот волостной дьяк откуда-то вывернулся и несется на всех парах: неужто напал на след Яндула? Того и гляди в контору позовут.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ӑҫта пултӑр — кантура.

— В контору, куда ж еще…

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр каҫхине, Микки ӳсӗрпе ҫӗмӗрӗлме тытӑнсан, Марфа Ефимовна Янтула кантура Хветлене чӗнме ячӗ.

…Как-то вечером пьяный Микки начал куролесить, и Марфа Ефимовна послала Яндула за Феклой —

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех