Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗпписем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сехет йӗпписем 12 хут шакканӑ вӑхӑтра палӑртнӑ ӗмӗт пурнӑҫланас шанчӑк пысӑк.

К тому же загаданное под бой курантов желание имеет отличные шансы сбыться.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ун вырӑнне пуҫ тӑрринченех ухӑ йӗпписем шӑхӑрса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑлаканнине ҫӑлчӗ питлӗх, хӑш-пӗрисене ухӑ йӗпписем ҫӳлтен, айккинчен, хыҫалтан е питлӗх айӗнчен шыраса тупса, кимӗ ҫине е тӳрех Атӑла йӑвантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫар пикен сылтӑм аллинчи паллӑ, ункӑри хӗреслетнӗ ухӑ йӗпписем чунне ҫурса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хире тарса тухакан пӑлхарсен кӑкӑрӗсене ухӑ йӗпписем шӑтарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫак вӑхӑтра вӑл нимшӗн те мар, шӑмӑ вӗҫлӗ ухӑ йӗпписем илсе тухманшӑн тата, яланхи пек, кӗсьене ҫӗҫӗ чикменшӗн ӳкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӳрече каррисене антарнӑ, ҫавӑнпа та хӗвел вӗсемпе кӗрешет — пӳлӗме хӗрлемес тӗтрепе тултарасшӑн, тӗтрине вара унта-кунта шӑтӑк-хушӑк тупнӑ пайӑркасен йӗпписем каса-каса уйӑрасшӑн.

Занавеси были спущены, и солнце боролось с ними, наполняя комнату красноватым туманом, прорезанным иглами лучей, нашедших щели.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Негрсен кӳреннӗ виҫӗ йӑхӗ чукун негр тавра темиҫе кун хушши тилӗре-тилӗре ташларӗ, юхан шыври тӗкӗнме май ҫук хитре хӗрарӑм ҫинелле ухӑ йӗпписем ывӑтрӗ — вӑл вара кимӗ ишсе пырайми кӑпӑклӑ хумсен хушшинче тӑрать.

Несколько дней подряд три оскорбленных племени яростно танцевали вокруг чугунного негра, пуская стрелы в недоступную речную красавицу — она стояла среди бурунов, неодолимых для лодок.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Вӑл та ылтӑн тӗслӗ, янкӑрах мар ҫутӑпа витӗннӗ, шалтан темиҫе миля таран курӑнать; ку — ҫуркунне, пӗтӗмпех ашкӑрса ешӗлленнӗ-чечекленнӗ вӑхӑтра; вулӑсем, йывӑҫ хуппин чӗлкемӗсем, лӑсӑ йӗпписем, ҫулҫӑсем, чечексем, чи пӗчӗккисем те — булавкӑран шултра мар, чи черчен те ҫӳхе тунасем, — ҫаксем пурте эпӗ халиччен курман уҫӑмлӑхра пӗр-пӗринпе тупӑшса ӳсеҫҫӗ.

Проникнутый тем же золотистым, неярким светом, он виден был вглубь на целые мили, — и это весной, в самом буйном цветении; стволы, чешуйки древесной корм, хвойные иглы, листья, цветы, даже маленькие — не больше булавки — самые нежные и тонкие побеги, все это буквально соперничало друг с другом в необычайной отчетливости.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Вӑл ҫитӗннӗ сунарҫӑсем перекен, вӗҫне шӗвӗртсе лартнӑ тимӗрпе тӳрӗ те ҫинҫе патакран тунӑ чӑн-чӑн ҫӗмрен йӗпписем илнӗ.

Стрелы он получил настоящие, какими стреляют взрослые воины, с тонкими, прямыми древками, красивым оперением и маленькими зазубренными наконечниками.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хӗрлӗ Тӑрна тытнӑ ӑтӑр тирӗнчен ҫӗмренпе унӑн йӗпписем валли енӗ туса хатӗрленӗ, дикобраз йӗпписемпе илемлетнӗ.

Из шкуры выдры, которую поймал Красный Журавль, изготовлен был футляр для лука и колчан для стрел, расшитый иглами дикобраза.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫакӑн чухне ҫеҫ Синопа чӑн-чӑн ҫӗмрен йӗпписем илнӗ.

В первый раз мальчик взял с собой настоящие стрелы.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тепӗр кун Хӗрлӗ Тӑрна каллех вӗҫне тимӗр лартмасӑр темиҫе ҫӗмрен йӗпписем туса хатӗрленӗ.

На следующий день Красный Журавль сделал еще несколько стрел с заостренными концами, но без железных наконечников.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫӗмрен йӗпписем валли старик ҫирӗп йывӑҫ илнӗ; вӗсен вӗҫӗсене лартмалли тимӗрсене вӑл шурӑ ӳтлӗ сутӑҫсенчен туяннӑ, йӗпсен хӳрисем вырӑнне кайӑк хӳрисен тӗкӗсене лартнӑ.

Для древка стрелы старик взял твердое дерево; железные наконечники были куплены у белых торговцев; оперением служили перья диких гусей.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Эсӗ ҫитӗнсе ҫитсен, эпӗ унтан сан валли ҫав тери аван ухӑ йӗпписем хумалли сумка туса парӑп.

Когда ты вырастешь, я сделаю из нее хороший колчан.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кунсӑр пуҫне вӗсем лагере тӑшмансенчен сыхлана, тӑшманла пурӑнакан йӑхсем ҫине тапӑннӑ, лашасем хыҫҫӑн ҫӳренӗ, ҫавнашкалах ухӑсем, ухӑ йӗпписем, щитсем, тумтирсем хатӗрленӗ.

Кроме того, они защищали лагерь от неприятелей, делали набеги на враждебные племена, ходили за лошадьми, а также изготовляли луки, стрелы, щиты и одежду.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗрре, хӗллехи кун, ухӑ тата ухӑ йӗпписем илтӗм те бизонсем тытма сунара тухрӑм пек.

Снилось мне, что в зимний день я взял лук и стрелы и вышел на равнину охотиться за бизонами.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Дикарьсем перекен ҫӗмрен йӗпписем ҫитме пултарайман вырӑналла ишсе тухсанах (вӑл кун ҫанталӑк аван тӑратчӗ), эпӗ суранти юна лайӑх ӗмсе кӑлартӑм, унтан сурана яран-аран ҫыхса лартрӑм.

Как только я очутился за пределами досягаемости их стрел (день был очень тихий), я поспешил тщательно высосать рану, а затем кое-как перевязал ее.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Енчен те эсӗ хӑҫан та пулин ҫуллахи ир Смоланд вӑрманӗнче пулса курнӑ пулсан куккук авӑтнине, тӑри юрланине илтнех ӗнтӗ, ӗнсӳне хӗрӳ хӗвел ӑшӑтнине туйса, хыр-чӑрӑш йӗпписем тӑкӑнса тулнӑ ҫул тӑрӑх ҫара уран утнах.

Если ты когда-нибудь бывал в Смоландском лесу ранним июньским утром, ты наверняка помнишь, как кукует кукушка, как заливается жаворонок, как солнце пригревает затылок и как мягко ступать босыми ногами по усыпанной хвоей тропинке.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Урпа хӑмӑлӗсем урлӑ-пирлӗ ытла ҫыхланса пӗтнӗ пирки, вӗсем хушшипе шуса та тухма ҫук пулса ҫитрӗ, тата усӑнса тӑракан пучахсен шӗвӗр, тӗреклӗ йӗпписем ман тумтире шӑтарса ӳте кӗре-кӗре ларчӗҫ.

Стебли так переплелись между собой, что не было никакой возможности пробраться между ними, а усики поваленных колосьев были так крепки и остры, что прокалывали мне платье и вонзались в тело.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех