Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗкӗте (тĕпĕ: йӗкӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапах та эс, пӑшатан хӑраххи, Кларӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлама ҫеҫ килмен, — терӗ йӗкӗте аслӑ диспетчер хуллен.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— А-аликов! — ҫаврака пит-куҫлӑ арҫынпа калаҫма чарӑнса, алӑк умне тухрӗ, йӗкӗте пӳрнипе юнаса илчӗ аслӑ диспетчер.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Виҫҫӗри хӗр ача пурччӗ унӑн: пӗр йӗкӗте качча тухнӑ та ҫулталӑкран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Каҫхине килен-каякансен ҫуртне вырнаҫсан, эпӗ каллех ҫав йӗкӗте аса илтӗм, вырӑн ҫинче чылайччен ун ҫинчен шухӑшласа выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Итле-ха, — терӗм йӗкӗте, — ку таврашра сирӗн аташса кайма пулмасть-и?

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Хӗрарӑм икӗ йӗкӗте те манран уйӑрса ячӗ, лешсем ӑна хирӗҫ ним тума та пултараймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫирӗмри йӗкӗте сакӑр ҫула тӗрмене хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Йӗкӗте чуптутарма ҫав тутӑр тек кирлӗ мар-тӑр…

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Маттур йӗкӗте тата ут-урхамах кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра мунча таврашӗнче аппаланакан хӗрарӑмсенчен пӗри такама тем кӑшкӑрчӗ те Пӑкачав тавра пуҫтарӑннӑ арҫынсем патне васкаса чупса пычӗ, унта вара, хӑрах хӑлхаллӑ яштака пӳллӗ йӗкӗте аллинчен тытрӗ те калаҫа-калаҫа хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Камӑн та камӑн парни чи маттур йӗкӗте тивӗҫ пулать, ун ҫинчен юрӑҫсем юрӑсем юрлама тытӑнаҫҫӗ, ун пек хӗр чапӗ вара пӗтӗм таврана сарӑлать…

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ан ҫиллен икӗ ҫамрӑка — хӗрпе йӗкӗте — сан картуна кӗрсех телей ҫинчен, ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен, тавӑру ҫинчен калаҫма пуҫланӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр, пуҫҫапа-пуҫҫапа кӗл тунӑ май, Киремет картине хӑй хыҫҫӑн кӗнӗ ҫӳллӗ пӳллӗ, сылтӑм урине уксахласарах пусакан йӗкӗте те асӑрхамарӗ, хӑй хыҫӗнчи ура сассине те илтмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан пурте ывӑлне Сӑмах пачӗҫ итлеме — Еркинее йӗкӗте Шанчӗҫ хӑйсен пурнӑҫне, Икӗ питлӗ ӗмӗте Хучӗҫ хастар пуҫ ҫине.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Юри янӑ ачаа Ула утпа Еркиней; Чапӗ малтан лашана, Ҫавах йӗкӗте телей…»

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Эсир паян Бодров Аркадие курман-и? — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл, йӗкӗте куҫран тӳррӗн, тилмӗрӳллӗн тинкерсе.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Каллех эп мӗнле пурӑнни канӑҫсӑрлантарать пуль сире? — хӑр-хар кӑшкӑрса пӑрахрӗ йӗкӗте Сима.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Эсӗ ху та хытӑ юрататӑн вӗт ҫав йӗкӗте?

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хӗрӗн хуп-хура куҫӗсем именчӗклӗн йӑлкӑшса илчӗҫ, вӑл хулпуҫҫи ҫине усӑнса аннӑ кӑпӑш ҫӳҫне ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтрӗ те йӗкӗте хирӗҫ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Кирлӗ мар, Микола, — йӗкӗте каласа пӗтерме памарӗ хӗр, — вӑхӑт нумая кайрӗ, санӑн та килне васкамалла.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех