Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗкӗт сăмах пирĕн базăра пур.
йӗкӗт (тĕпĕ: йӗкӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Двигатель кожухне кутӑн тӑхӑнтартнӑ та хӑйсем, ӗҫлемест, теҫҫӗ, — мазутпа вараланнӑ аллисене краҫҫинпа ҫуса тасатнӑ май, йӗкӗт уйрӑмах ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

— Тухӑр кунтан, ан кансӗрлӗр! — сасартӑк сассине хӑпартрӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

— Вунӑ сехет тӗлне двигатель ӗҫлеме тытӑнать! — терӗ те йӗкӗт, регланне хывса, хӑй патне слесарьсене чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

Йӗкӗт стена ҫумӗнчи верстак ҫинчен пӗр ывӑҫ чӳпӗк илчӗ те тимӗр патак вӗҫне чӗркесе ун ҫине бензин сапрӗ, унтан кӗсъинчен ҫап-ҫутӑ зажигалка кӑларса ӑна чӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

— Ну, йӗкӗт, эсир мӗнле шухӑшлатӑр?

Куҫарса пулӑш

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

Кӑштах вӑхӑт иртсен, мана вырӑнти йӗкӗт Николай Захаров, хуҫалӑхра ЗИЛ-130 автомобиль водителӗ пулса ӗҫлекенскер, ҫине тӑрсах, анчах йӗркеллӗ пӑхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ырлӑхӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-07- ... -h-3835235

Маттур йӗкӗт, Совет Ҫарӗнче службӑра пулса, Приютовӑри автошкултан вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610

Утма ҫулпа каччӑсене хирӗҫ, пысӑк аттисене йывӑррӑн сӗтӗркелесе, ҫӳллӗ йӗкӗт юханшыв хӗрринелле утать.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Шуркасси йышне ертсе килнӗ маттур йӗкӗт енне Шӑматху вирхӗннӗ, лешӗ — Шӑматху енне.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

«Ахалех путланать йӗкӗт, — шухӑшларӗ Айдак. — Кунтан аяккарах ӑсатмалла ӑна. Хӑть кӑштах шухӑшлама пӑрахӗ ку вырӑн пирки».

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Чӑнах та, йӗкӗт пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Айтӑр пӗр тӑхтамасӑр ҫав йӗкӗт патне Перовона каяр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Куҫне шӑлса типӗтсе, Элиме хӑйпе пӗрле килнӗ йӗкӗт еннелле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Шлем-каска тӑхӑннӑ ҫӳҫлемес йӗкӗт, Христос сӑнлӑрахскер, урипе асфальта чаштӑртаттарса, пирусне вун-вуникӗ утӑма ҫити чӑрт сурса пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Йӗкӗт сӑмаха жонглер ӑсталӑхӗпе вылятать, пӗрле ларса пыраканни вара вылятма шутламасть те.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шарламасть йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Икӗ ҫамрӑк йӗкӗт пӗр-пӗрин аллине ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Йӗкӗт ҫӑварӗнчен табак тӗтӗмне ункӑн-ункӑн кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тӗкӗнмелле мар-тӑк, тӗкӗнместӗп, — текелерӗ йӗкӗт, Актая тытса чарса.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Мӗне пӗлтерет-ха ку йӗкӗт сапла хӑтланни?

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех