Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑпатма (тĕпĕ: йӑпат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Варвара Федоровна ӑна тем тӗрлӗ йӑпатма, ачашласа лӑплантарма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Чунӗпе ҫемҫелнӗ арҫын ача хӗре нимӗнпе лӑплантарма, йӑпатма пӗлмесӗр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Мартинӑн хурлӑ сӑн-питӗнчен, кӗҫ-вӗҫ шывланас пек куҫӗнчен ӑна нимле сӑмахпа та йӑпатма аптраса пӑхса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Микихвӗр асли пек пулса хӑйӗнчен пӗр ҫул кӗҫӗнрех тусне йӑпатма пикенчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Питех ан кулян-ха, — кил хуҫине йӑпатма хӑтланчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна пӗлнипе, ҫав пӗлекен япалана тепӗр хут хам умрах курнипе эпӗ савӑнтӑм, Альбина маншӑн тӳрех ҫывӑх-ҫывӑх ҫын пек туйӑнчӗ; ҫут тӗнчене вӑл ятарласах ҫынсен чунне йӑпатма, хӑйӗн пуплевӗпе тавралӑха илем кӳме ҫуралнӑн туйӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Герасим Федотович кӑмӑлсӑрланнине сиссе Виссарион Игнатьевич ӑна йӑпатма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йӑпатма ан тӑрӑшӑр, тархасшӑн, — кӑмӑлсӑрланчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗр халь-халь йӗрсе ярас пек туйӑннӑран кӑмӑла хытарса ӑна йӑпатма пикентӗм:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӗҫтук Наталья Лаврентьевнӑна час-часах хӑйӗн хуйхи-суйхине уҫса парать; ҫемҫе чунлӑ хӗрарӑм унӑн сӑмахне ӑнланса, ӑша хурса итлет, хӑй те хирӗҫ ӑшӑ сӑмах каласа йӑпатма пӗлет.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлаҫҫӗ: мӑн хырӑмлӑ чипер хӗрарӑм, тӗреклӗ арҫын мӑйӗнчен уртӑнса, куҫ уҫайми макӑрать; лешӗ ӑна кӑлӑхах тем каласа лӑплантарма тӑрӑшать, аптранипе хӑй таврари ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхкалать, унтан каллех арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа йӑпатма хӑтланать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Мана йӑпатма тӑрӑшаҫҫӗ, хӑйсен группине хӑнана чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Анук, чунӑм… — арӑмне йӑпатма тӑрӑшрӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах юлташне йӑпатма ниепле витӗмлӗ сӑмах та тупайман пирки: — Ну-и, ну… Ман сурансенчен юн кайма чарӑнманччӗ — сана ҫапса хуҫрӗҫ, — терӗ хурлӑхлӑн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗн сӑмахӗсем Микулана йӑпатма мар, тӗпсӗр ҫыр хӗрринех илсе пынӑн туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук мӑйран пӑвса пат пекех пӳлӗне-пӳлӗне сывла пуҫларӗ, кунта килнӗшӗн пӑшӑрханчӗ, Ваҫли ӑна йӑпатма васкарӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Нимех те мар, — хӑйне йӑпатма тӑрӑшрӗ Кӗтерук. Хӑтана ялан тӗттӗмленсен ҫӳреҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрӗ салхуланса пынине сиссе, ӑна йӑпатма тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтрах иртсе кайнӑ пурнӑҫа каялла тавӑрма ҫуккине аса илсе тӑна кӗчӗ те, авӑкланма хӑтланнӑ кӑмӑлне йӑпатма тӑрӑшса, тепӗр майлӑ шухӑшларӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улаха вӑл никампа калаҫса тунсӑхланӑ чунне йӑпатма май ҫукран ҫеҫ килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех