Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлӑма (тĕпĕ: йӑлӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Турттарса килнӗ хӑванах парас мар пулӗ сана, Йӑлӑма кайса хӑва тиесе кил те — ӗҫле ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав кунах ун тарҫисем йӑлӑма, кӳршӗ ялсене кайса килчӗҫ — Нухрат пирки нимле сас-хура та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Епле манам: утӑ патне йӑлӑма кайнӑ чух «ҫуттине» ҫак ялтан кӗрсе илетчӗҫ-ҫке пирӗн ялсем, — аса илчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Каникул умӗн студентсене клиника валли вутӑ хатӗрлеме йӑлӑма ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӑрсасем ӗҫсӗр аптранӑ енне темиҫе хутчен йӑлӑма сунара та кайса килчӗҫ ӗнтӗ, пӗр-икӗ хутчен ӑҫти ҫукшӑн вӑйлӑнах харкашса илчӗҫ, унтан, яланхи пекех, ҫӑмӑллӑнах ҫырлахрӗҫ те каллех ӗҫке ярӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вунӑ-вуникӗ ҫухрӑма яхӑн лав тытса каймалла, йӑлӑма каҫмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кантрак пиччӳне, ӗнеллӗ пултӑр тесе, Йӑлӑма утӑ ҫулма пынӑшӑн ҫурма хакпах ҫур ҫулхи пӑрӑва пиллесе патӑм, укҫине ӗҫлесе татӗ, терӗм.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йӑлӑма куҫарчӗҫ.

Перенесли в Йылым.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Катекрен ҫырма урлӑ, Мирон хушшипе, Йӑлӑма каҫатпӑр.

Из Кадека через речку, через Мирона, переходим в Йылым.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Аманнисене сортласа уйӑраҫҫӗ те, переправӑсене палӑртас мар тесе, каҫпа тепӗр енне, Атӑлӑн сулахай ҫыранне, йывӑҫсемпе ешерсе ларакан йӑлӑма тиесе каҫараҫҫӗ.

Раненых вечером, чтобы не выдавать переправ, перебросят на ту сторону, на левый берег Волги, где зеленеет деревьями пойма.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Йӑлӑма лаша тытма та кайрӗ пуль ӗнтӗ.

А сейчас, наверное, за лошадью в низину побежал.

VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл шӑхӑрни пӗтӗм йӑлӑма илтӗнчӗ.

Пронзительный свист огласил долину и раскатистым эхом отдался в скалах.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпир ӑна Ешӗл ҫырма патӗнчи сӑрта вырнаҫтарса лартӑпӑр, ҫавӑнтан пӗтӗм йӑлӑма персе тӑрӑпӑр.

— Мы поставим ее высоко над Зеленой балкой и оттуда будем обстреливать всю долину…

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑртак канашланӑ хыҫҫӑн, вӗсем кӑшт кӑна каялла чакрӗҫ те унтан, сылтӑмалла пӑрӑнса, бук вӑрманӗ урлӑ каҫасшӑн пулчӗҫ, унтан ту хӗрринчи уҫланка мӗнле те пулин тухма пулать, кайран тепӗр енчен йӑлӑма анмашкӑн та май пур.

После краткого совещания решили пройти несколько шагов в обратном направлении и, свернув направо, как-нибудь пробиться сквозь буковые заросли, чтобы выйти на поляну, расположенную на самом гребне хребта, а оттуда уже спуститься в долину с другой стороны.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗтӗм йӑлӑма ӗнтрӗк карса илчӗ.

Вся долина была окутана тенью.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫамрӑк чухне хӗлле ҫак ял урлӑ вутта, ҫулла йӑлӑма утта ҫӳреттӗмӗр.

В молодости через эту деревню зимой ходили по дрова, летом на заливные луга за сеном.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех