Шырав
Шырав ĕçĕ:
Микула Миххан йывӑҫне юхтарнӑ ҫӗрте ӗҫлеме юлчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем ҫемье ҫинчен калакан ватттисен сӑмахӗсене пӗлессипе, йӑх-тымар йывӑҫне ӳкерессипе, ытти енӗпе тупӑшнӑ.
Чӑваш ен Пуҫлӑхӗнчен – Тав сӑмахӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10677-ch ... tav-s-makh
Вӑл, вӑрман хуралҫи, хӑш йывӑҫне касма юранине пӗлет ӗнте.
Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.
Мӗнле йывӑҫне астумасть хӗр.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тупӑкне тума чӑрмав пулман: хӑй ӗлӗкех хатӗрленӗ тип урай хӑминчен тӑрӑхла ещӗк ӑсталанӑ, йывӑҫне ҫиелтен саваласа шуратнӑ, тӗпне сава ҫункавӗ хунӑ, ҫиелтен килти пир сарнӑ, пуҫелӗкне сава ҫункавӗнченех минтер пек тунӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Халӗ ӑна ҫимелли тупма шутсӑр ансат: ал тупанӗпе кокос е манго йывӑҫне вуллинчен кӑшт ҫапсанах пӗтӗм ҫимӗҫ ҫӗре ун йӗри-тавра тӑкӑнса тулать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Тиенӗ тӗркемсемпе ешчӗксенчен ирӗклӗрех вырӑнта кӑштах уткаласа ҫӳрерӗ, виҫӗ талӑк ҫывӑрманла — алли-урине карӑннӑн хуҫлаткаларӗ; унтан чӗркуҫленсе ларчӗ те тинберӗсен хушшипе карап йывӑҫне тишкерме тытӑнчӗ.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
— Йывӑҫне касса пӑрахсан, турачӗсемпе ҫулҫисем хӑйсемех типеҫҫӗ.— Уж если срубим дерево, то веточки да листочки и сами посохнут.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пралук тӑрӑх вӑл тепӗр йывӑҫ патне пычӗ, унта мина юр айӗнче выртать, йывӑҫне каллех ҫавӑн пекех касса хунӑ.
Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
— А эсӗ йывӑҫне палласа юл та, кайран туратне йывӑҫӗ ҫумне ҫыхса хур.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Ҫав пуянлӑх йӑлтах Шувалов граф аллинче тӑнӑччӗ, ӑна лайӑх хуралламастчӗҫ; Кунавинти мещенсем ҫав вӑрмана хӑйсен вӑрманӗ пекех шутлатчӗҫ, ҫӗрте выртакан вут-шанка пуҫтаратчӗҫ, хӑрӑксене касатчӗҫ, май килсен тата чӗрӗ йывӑҫне касса ӳкерме те именместчӗҫ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗтесре кӗленче алӑклӑ, йывӑҫне касса чӗнтӗрленӗ кивӗ тӗксӗм буфет ларать.Из угла мрачно смотрел высокий резной буфет со стеклянными дверцами.
Иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Анчах пӗр улма йывӑҫҫин ҫыххине салтса пӑхрӑм та курах кайрӑм: ҫӗр ҫумӗпе унӑн хуппине йывӑҫне ҫитех хырса ҫавӑрӑннӑ, шурӑ ункӑ пек тӑрать.
Улма йывӑҫҫи // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Анчах пӗчӗк Джек «резина йывӑҫсене» тата шӑна-кайӑка кӑтартма ыйтрӗ; ун амӑшӗ — хинин йывӑҫне, тӑванӗ вара тем тесен те кокуйо тупасшӑнччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Акӑ мӗншӗн иккен ҫыран хӗрринче те, вӑрманта та ҫул-ҫӳревҫӗсем каучук йывӑҫӗсене те, хинин йывӑҫне те тӗл пулмарӗҫ: вӗсем Кӑнтӑр Америкӑра ӳсеҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Ах, ҫамрӑк тусӑм, — терӗ Гаррис, — хинин йывӑҫне уйӑрса илме пит ҫӑмӑлах мар.— Ах, мой юный друг, — сказал Гаррис, — хинные деревья не так-то легко распознать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Чӑннипе каласан, ку таранччен пӗр хинин йывӑҫне те тӗл пулманни мана тӗлӗнтерет, — хушса хучӗ Дик.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Резина йывӑҫне курас килет!
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Анчах Дик тусӑм мана, эпӗ хама лайӑх тытсан, резина йывӑҫне кӑтартӑп тенӗччӗ.— Но мой друг Дик обещал показать мне резиновое дерево, если я буду хорошо вести себя.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Дик Сэнд вара хӑйӗн Джек тусне шӑп та шай каучук йывӑҫне кӑтартма пулнӑччӗ.А ведь Дик Сэнд обещал показать своему другу Джеку именно каучуковое дерево.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.