Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирхи сăмах пирĕн базăра пур.
ирхи (тĕпĕ: ирхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхи апат ҫикеленӗ Кулюкка авӑн ҫапнӑ ҫӗре тухма хатӗрленсе тӑратчӗ, виҫ-тӑватӑ хӗрарӑм килсе кӗчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхи карт тӗрӗсне калать, каҫхи карт ҫине каштари чӑх какка тӑвать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Килне ҫитрӗ те ирхи апат ҫинӗ-ҫимен анкартинелле тухса чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Курӑк йӗп-йӗпе, ӑна ирхи хӗвел пайӑркисем ӑшӑтса типӗтеймен-ха.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхи хӗвел ҫӳлелле ҫӗкленнӗҫем ҫуллахи кун янравӗ ял тӑрӑх, хирсем урлӑ вӑрманалла хӑвӑртран хӑвӑрт сарӑлса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхи кӗлле кӗриччен пӗрер сехет маларах.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхи апат ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл улшӑннине крючниксем ирхи апат ҫинӗ чухнех ас-туса шӳтлекелесе илчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхи кӑвак ҫутӑ, пӗртен-пӗр пӗчӗк чӳречерен кӗрсе, пӳрт ӑшчиккине вӑйсӑррӑн ҫеҫ ҫутатать пулсан та, тӗпелте куҫ курнӑ таран никам та, нимӗн те ҫуккине сӑнаса илме май пани тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхи пӑра-хута ӗлкӗресчӗ, — тесе, Ванюк ҫине пӑхрӗ Дуся.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вокзал тулашӗ те, шалта кӗтмелли пӳлӗмсем те ҫынсен ирхи вӑрах калаҫӑвӗпе тулма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ирхи тата каҫхи апат ҫиме столовӑйра кашни сӗтел хушшине вуншар салтак кӗрсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Шӑматкун ҫитсен эпӗ, Лора тата Венюк ирхи автобуспа ҫула тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Паян та акӑ куҫне уҫнӑ-уҫман ирхи апата кӑп-кап хыпкаласа йӗтем ҫине те хире васкарӗ Виталий Алексееев.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Апла пулсан та ирхи апат умӗнхи тӗрӗслеве килкартинех тухса тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Тӑван ҫӗр-шывшӑн палӑрмалла ӗҫ тӑваймасӑрах чунӑм тӗрме сакки ҫинче тухӗ-ши, пурнӑҫӑм хӗвел ӑшшинчи ирхи сывлӑм пекех типӗ-ши?»

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

«Юрӗ! — шутларӗ вӑл ирхи сывлӑм шывӗ пек пӑчӑртанакан куҫҫульне шӑлса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Сирӗн патра кунта ирхи апат тума юрать-ши? — ыйтрӗ вӑл сӗтел умӗнчен айккинерех пӑрӑннӑ Архипов еннелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӗренсе илнӗ пӗлӗвӗ ирхи тӗтрелле сирӗлет, дипломӗ, хӗрлӗ хуплашкаллӑ пулсан та, пӗлтерӗшне ҫухатать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Малтанах эпӗ, вӗсем мӑшӑрӗпе пӗрле ирхи зарядкӑна тухнӑ пуль, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех