Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илӗртнӗ (тĕпĕ: илӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йыш тени мӗн пӗчӗкрен илӗртнӗ Тихӑна, анчах амӑшӗпе пӗрле вӗҫӗмсӗр ялтан яла сӗтӗрӗнсе ҫӳресе никампа та вӑрах хутшӑнма тӳр килмен ӑна.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ӑна янравлӑ псевдонимран ытларах янравлӑ сӑвӑсем илӗртнӗ пуль, — йӑл кулчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Уйрӑмах, ун кӑмӑлне мастерскойри хаклӑ хатӗрсем илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Урхан тара халӑхсем Уйри ӗҫе пухнӑ чух Шаккӑлсене шакканӑ, Йӑлӑм енне кайнӑ чух Илпешсене илӗртнӗ

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Фойере поэтессӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫ-хӗлӗпе паллаштаркан «Мухтанатӑп санпа, тӑван ял» кӗнекесен куравӗ кашнинех хӑйӗн патне илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Мӗншӗн-ха пирӗн ҫӗмӗрт кӗтти ача-пӑчана «тарзанла» выляма Индири джунгли пекех илӗртнӗ?

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Сана биолог специальноҫӗ илӗртнӗ пулас?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Стройкӑри ӗҫ илӗртнӗ пулать ӑна, ҫапла пулмасӑр, ват ҫынна улталаймӑн, ара ашшӗ-амӑш куҫ хыҫӗнче ирӗк пурнӑҫ ҫав ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ҫамрӑксене ҫав организацисене кӗме илӗртнӗ май правительствӑн сутӑнчӑк агенчӗсем вӗсене революцилле ҫул ҫинчен пӑрса яма пикенчӗҫ.

Заманивая в них молодежь, платные агенты правительства старались сбить ее с революционного пути.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кам хӗрӗ вӑл илӗртнӗ хыҫҫӑн каймасӑр тӳсме пултарӗ!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ентешсен палатки хӑнасене уйрӑмах илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

Ӗлӗк илме хӑнӑхнӑ ҫӑмӑл тупӑш кашкӑра сурӑх илӗртнӗ пекех илӗртнӗ пулас ҫав.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ав, ав, хӗрӳ мӗн калать — Сетнер, шуйттан, илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Анчах та ӑна тӑван ен хӑй патнех илӗртнӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Ахтупая та ан илӗртнӗ пул пирӗнне.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗн телее, ку вӑрҫа Астрахань хутшӑнмарӗ, вӑл Мухаммед-Гирей илӗртнӗ хыҫҫӑн каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр енчен, вӑл унран вӑтаннӑ, ку ҫеҫ те мар, ун йӗплӗ чӗлхинчен, ун хӑюлӑхӗпе чӑрсӑрлӑхӗнчен хӑранӑ (лайӑх астӑвать-ха вӑл, ҫак талпас йӗкӗт пӗррехинче ӑна уявра упа ҫури тесе йӗкӗлтесе те илнӗччӗ, унсӑр пуҫне, ӑна айван-ха эсӗ тенӗ пек, ҫӳҫрен те лӑсканӑччӗ), тепӗр енчен, Ятламас купӑс ӑсти пулнӑ май, темле вӑй ун еннелле туртнӑ ӑна, ҫулсем иртнӗҫемӗн ытларах илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӗсем сана укҫапа илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтанах канакансене минерал шывӗллӗ сиплӗ ҫӑлкуҫсем илӗртнӗ, унтан кӳлӗре шыва кӗресси модӑна кӗнӗ.

Сначала отдыхающих привлекали целебные источники минеральной воды, затем в моду вошло купание на озере.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Эливановсем ирӗксӗрех Ревертан кӑшт та пулин хаклӑрах тӳлесе ҫӑмарта пуҫтаракансене хӑйсем патнелле илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех