Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗресе (тĕпĕ: вӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш писателӗсем ҫак тӗрӗслӗхе, ҫак витӗмлӗ сӑмахсене — вӗресе тӑракан пӗтӗм пурнӑҫӑмӑр ыйтнине чӗрине илчӗҫ, чунпа ӑнланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Платникпе столяр ӗҫӗсем Петровсемшӗн пӗртте ют мар, йӑхран йӑха пыракан пултарулӑх вӗсенче вӗресе ҫеҫ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Вӑрманти фермӑра пурнӑҫ вӗресе тӑни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сивве туймаҫҫӗ пулас кунта пуҫтарӑннӑ совет ҫыннисем, хӗрӳллӗн тапаҫҫӗ вӗсен чӗрисем — тӑшмана курайманлӑх ӑшра вӗресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кантӑр шӑрши сарӑлнӑ лупасайӗнче каҫченех ӗҫ вӗресе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпритун, ҫилли вӗресе тӑрать пулин те, ҫав тери лӑпкӑн, мӑнаҫлӑн калаҫма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пысӑк хырӑмлӑ сӑмавар пӗр чарӑнмасӑр вӗресе ларать ҫав тараватлӑ пӳртре — чей ӗҫекенни чей ӗҫет, юмахлаканни юмахлать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав ҫыран айӗнче чарусӑррӑн шавласа, кӑпӑкланса шарлак сивӗ ҫӑл шывӗ вӗресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑмавар вӗресе тухсан, Матӗрне кашнинех чей тул-тарса пачӗ, Анукпа Кӗтерук умӗнчен каймасӑр, вӗсене ӗҫме-ҫиме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Усала тавӑрас ҫиллисем вӗресе хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пулӑшу пама аллине тӑснӑ вырӑс хӗрарӑмне чут ҫеҫ таптаса вӗлерменнине илтсен, Микула чӗринче курайманлӑх ҫеҫ мар, Миххана тавӑрас ҫилӗ вӗресе хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов ӑшӗнче халь тулса тӑкӑнас пек кулӑш вӗресе хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юнӗ вӗресе тӑратчӗ Чиканӑн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Стендсене ҫӗнетнипе пӗрлех отрядсен ӗҫӗсем те вӗресе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Сӑнран-питрен тӗсесен те вӑйӗ вӗресе тӑнине туятӑн.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Унӑн чунӗнче Ваҫилешӗн пӑшӑрханни вӗресе хӑпарчӗ те уттине хӑвӑртлатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Преступлени вӗт ку, — вӗресе кайрӗ парторг.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавах лӑпланаймарӗ, кӑкӑрӗнче ҫилӗ вӗресе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюшпа иккӗшӗ вӗресе тӑракан савӑнӑҫпа пӗрремӗш ачана кӗтнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмӑн чӗринче усаллӑх ҫӗнӗрен вӗресе хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех