Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗре сăмах пирĕн базăра пур.
вӗре (тĕпĕ: вӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн, эпӗ «Вӗре ҫӗлен» юмаха Лермонтов «Демонне» вуланӑ хыҫҫӑн, ун влиянийӗпе ҫыртӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ирхине тӳпе янкӑр уярччӗ, анӑҫра кӑна пӗчӗк кӑтрашка пӗлӗт таткисем курӑнкалатчӗҫ; кӑнтӑрла иртсен, вӗсем пысӑкланса, хулӑнланса, хуралса хӑпарчӗҫ те ҫур тӳпене хупларӗҫ; тӗксӗмленнӗ Атӑл ҫинче чарлансем кӑшкӑрни, чӗкеҫсем ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе чӗвӗлтетни илтӗнчӗ; выртнӑ тусана ҫӗклесе, аслӑ юхан шыв енчен нӳрӗ, уҫӑ ҫил вӗре пуҫларӗ; хӗвел ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Шаккур пӗр хушӑ шӑпах пурӑнчӗ-ха, анчах юлашки тапхӑрта унра каллех вӑрӑ чирӗ хускалчӗ, каллех вӑрӑ юнӗ вӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутар тилхепине Иван енне ывӑтрӗ, хӑй ларкӑч ҫинчен мулкач пек сиксе анчӗ те хӑвӑрт крыльца патнелле утса кайрӗ, картишӗнче хулӑн сасӑпа йытӑ хамлатса вӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Калатӑп-ҫке вӗре ҫӗлен тесе.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унсӑрӑн Гирей арӑмне, ҫав чее хӗрарӑма, вӗре ҫӗлене, Раменскинче усраман пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тури касӑрисем ҫӗрлехи хураха хӑваласа ятӑмӑр терӗҫ пуль, лӑпкӑраххӑн вӗре пуҫларӗҫ.

вероятно, собаки прогнали со своей улицы ночного вора и поутихли.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Тӑватӑм ҫул пӗлӗт ҫинче тӑп-тӑр кӑнтӑр куйӗнчех вӗре ҫӗлен курӑнчӗ те, ҫавӑнтанпах выҫӑ ларатпӑр…

— Года четыре назад средь бела дня на небе змей огненный показался, вот с тех пор и голод пошел…

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗтӗм тӗнче кураймасть сана, вӗре ҫӗлене.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗре пӗлмен йытӑ яла кашкӑр кӳнӗ тесе ахаль каламан ҫав.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Этем ҫуратнӑ-ши сана е вӗре ҫӗлен чун кӗртсе хӑварнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ те тухса кайман-и вӑл вӗре ҫӗлен ялтан?

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Этем мар вӑл Урасмет, вӗре ҫӗлен, кӗҫҫе пит!

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кала, хӗнерӗ-и вӑл сана, вӗре ҫӗлен?

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирхи нӳрӗк ҫил ҫӳҫентерсе вӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Йытӑ йынӑшса вӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ман шутпа, Сахвинен хырӑмра хӑйӗн те вун икӗ пуҫлӑ вӗре ҫӗлен пур…

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халех кӑлармалла ун ҫӗленне, унсӑрӑн вӑл пӗтӗм яла пӗтерет, кӑҫал уйри тыр-пула та нимӗн те мар вӗре ҫӗлен ҫунтарса ячӗ тесе калать тет.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паҫӑр, саламатпа туртса ҫапсан, Элентей тесен Элентей алчӑранӑ куҫӗсемпе раснах тинкерсе пӑхрӗ ун ҫине — тупата туршӑн, ман хуҫана вӗре ҫӗлен тулаштарать терӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗттӗмре шикленсе калаҫса тӑракан стариксене вӑл икӗ пуҫлӑ вӗре ҫӗлен пек, шӑп та шай Урасмет хырӑмӗнчен тухнӑ вӗре ҫӗлен пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех