Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗлтлетсе (тĕпĕ: вӗлтлет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳрече тӗлӗпе ҫӗтӗк-ҫатӑк пӗлӗт татӑкӗсем кӑна вӗлтлетсе иртеҫҫӗ, самолет аялалла, ҫӗр патнелле, ҫӳлтен пӑрахнӑ чул пек вӑркӑнса аннӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем ӳкернӗ фильмсенче кӑна асамлӑ япала пур: хӑвӑн куҫу умӗнче вӗлтлетсе иртекен кадрсем ҫине пӑхса, эсӗ хӑвӑн ачалӑхупа ҫамрӑклӑхна тепӗр хут пурӑнса ирттернӗ пек пулатӑн…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Статьясен ячӗсем Завьялов куҫӗсем умӗнче вӗлтлетсе кӑна тӑчӗҫ: «КПСС XX съезчӗ йышӑннисене пурнӑҫа кӗртме пӗтӗм вӑя хурар!», «Государство пенсийӗсем ҫинчен калакан закон проекчӗ», «СШАра коммунистсене хирӗҫ ҫӗнӗрен кӗрешӳ пуҫласа яма тӑни», «Иркутскри ГЭС строителӗсем Ангара урлӑ кӗпер хывма тытӑннӑ», «Империализм агенчӗсем Познаньре тӑшманла провокаци туни…»

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Пӑх-ха эсӗ ӑна, темле пукане илсе килчӗ. Уншӑн ҫак пукане упӑшкинчен хаклӑрах пулас», — вӗлтлетсе иртрӗ шухӑш.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Тинех кӗрет пулмалла», — вӗлтлетсе иртрӗ Тихӑн пуҫӗнче шухӑш.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑн пек шухӑш сахал мар вӗлтлетсе иртнӗ Кирле пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫатан карта хушӑкӗнчен пӗр самант шап-шурӑ чӗркуҫҫи кукрашкисем вӗлтлетсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тепӗр кунне те Славик ҫав ӑшра вӗлтлетсе ҫухалнӑ туйӑмран килнӗ кӗвӗпех асапланса ларчӗ, анчах каллех нимӗн те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Фортепьяно умӗнче ларакан арҫын ачан чӗринче, кайӑк вӗҫсе иртнӗ пек, ҫӗнӗ туйӑм вӗлтлетсе илчӗ те, ача тӑрӑшсах ҫавна музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

(«Думитру ют ҫынна ертсе килни ун кӑмӑлне каймарӗ иккен», — шухӑш вӗлтлетсе илчӗ ман пуҫра).

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Палланӑ куртка — сӑвай ҫапакан копер тукмакне ӳкерсе хунӑ спецовка — вӗлтлетсе илчӗ те ҫавӑнтах леш хайхи Аликов сӑнӗ те ҫуталса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ира мар пуль ку хӗрарӑм», — ҫапларах шухӑш та вӗлтлетсе илчӗ арҫын пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Унӑн учӗ лав патнех сиктерсе ҫитрӗ, аллинче ҫӗмрен вӗлтлетсе иртрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗрӗм вӑхӑт хушшинче ҫакӑ пӗтӗмпех Укаслу куҫӗ умӗнчен вӗлтлетсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, Алюн мар пулӗ!» — вӗлтлетсе иртрӗ ун пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Мӗн пулнӑ? Патька-патша мӗнле пурӑнать?» — шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ унӑн пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Атлай каярах тӑрса юлчӗ-ши?» — вӗлтлетсе иртрӗ ун пуҫӗнче шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Капкӑна ҫаклантӑмӑр!» — вӗлтлетсе иртрӗ Укаслу пуҫӗнче ҫиҫӗм пек шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Паян маншӑн хӑрамалла мар, — шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ Укаслу пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Мӗн тумалла? — шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ Пӑкачав пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех