Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн умран хир качакисем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗлт те вӗлт сиксе иртме тытӑнчӗҫ.Перед нами одна за другой стали пробегать в припряжку косули.
Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955
Вӗлт ҫӳлелле ывтӑнчӗ вӑлта хулли, сывлӑшра хура ҫурӑмлӑ пысӑк пулӑ авкаланса илчӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Унтан пӗри вӗлт хускалчӗ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
— Эсӗ пулман пулсан… — вӑл вӗлт ҫаврӑнчӗ те картишӗнчен вирхӗнсе тухрӗ.
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вӗлт ҫаврӑнтӑм та, чӗрне вӗҫҫӗн утса, каялла картишне тухрӑм.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Хӗллехи уяр сивӗпе хытӑркаса кайнӑ ӑпӑр-тапӑр хушшинче нумай шыраймасть вӑл: алли кӳтнипе, ун чухлӗ йышлӑ япала хушшинче пӗчӗкҫеҫҫӗ кӗленчене шыраса тупас ҫуккине ӑнланнипе, тин кӑна вӗҫме вӗреннӗ чӗкеҫ йӑвине пач чӑмнӑн, каялла, ӑшӑ пӳртелле, вӗлт кӗрсе тарать.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Вӑрман ҫыншӑн чи шанчӑклӑ вырӑн та: пӗр-пӗр капашсӑр шултӑра чӗрчун тапӑнать-и — этем йывӑҫсем хушшине, пулӑ шыва чӑмнӑ пекех, вӗлт ҫеҫ кӗрсе ҫухалнӑ.
Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хайхи, ҫӑварне пӑшал кӗпҫи евӗр карса, пит хӑвӑрттӑн сӑх-сӑхса, куянла вӗлт кӑна тухса вӗҫрӗ пирӗн килтен…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Лешӗ асӑрхиччен вӑл вӗлт ҫеҫ юман хыҫне пытанчӗ.
9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Вӑрмана вӗлт! кӗрсе ҫухалчӗ.
1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн эпӗ ним калама аптӑраса вӗлт! урамалла тухса чупрӑм.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
Пӗр остановка кӑна кайнӑччӗ, ҫаннисене хул тӗпне ҫити тавӑрса янӑ, аллисем ҫине тӗрлӗрен ҫӗлен-калтасем йӗплесе ӳкернӗ, вӑтӑр ҫулалла ҫитнӗ патвар этем, «халӑха пӑлхатса пыран» тесе, ӗнсерен ярса илчӗ те троллейбусран вӗлт! кӑна сирпӗтсе антарчӗ мана.
Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.
Куштан иккен кӗрхи шӑна, Йӑлтах кӑларчӗ ман тӑна: Ӑҫтан сисет! — ларать, ҫыртать, Тытма тӑрсан — вӗлт! ҫеҫ тарать.
Кӗрхи шӑна // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 19 с.
Унтан пуҫне вӗлт пытарчӗ те газ хушрӗ, машина мӗкӗрсе каялла ыткӑнчӗ.
42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӗлт! ҫӗкленсе ларчӗ вырӑнпа выртакан ача.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Шыв ӗҫнӗ хыҫҫӑн вӗлт! кӑна ҫӗклесе илетчӗ ҫав миххе Ванюк…
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
«Европа — Азия» тесе ҫырнӑ чул юпа вӗлт курӑнса юлчӗ.
Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Хӑш-хӑш тӗлте чечеке ларакан хӗвелҫаврӑнӑш уйӗсем ҫута ылтӑн пек йӑлтӑртатса лараҫҫӗ, пиҫме пуҫланӑ арбуз пахчисем вӗлт курӑнса юлаҫҫӗ.
Вӑрмансен зонинчен хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Пысӑк симӗс уй, йӗтӗн уйӗ вӗлт курӑнса юлчӗ.
Самолет ҫинчен епле курӑнать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Кӗмӗл ҫипсем пек курӑнакан юхан-шывсем, ялсем вӗлт ҫеҫ курӑна-курӑна юлаҫҫӗ.
Самолет ҫинчен епле курӑнать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.