Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнпа (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫавӑн пекех виадук ҫумӗнчи шыва кӗмелли сӑваплӑ вырӑнпа тата ял халӑхӗ чӗртсе тӑратнӑ «Туслӑх сачӗпе» те хаваспах паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Сутуҫӑсене вырӑнпа тӳлевсӗрех тивӗҫтереҫҫӗ.

Места для продавцов предоставляются бесплатно.

Ҫӗнӗ Шупашкарта суту-илӳ вырӑнӗсене ҫӗнетнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35288.html

Хулари тӗтӗмлӗ, тусанлӑ сывлӑш хыҫҫӑн ҫакӑн пек илӗртекен вырӑнпа — тӑван кӗтеспе — утма мӗн тери аван!..

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫичӗ ҫул вырӑнпа выртакан ашшӗне пӑхнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Мӑн ҫул тӳпем вырӑнпа иртнӗ май инҫетри-инҫетри курӑнать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ман пирки, кирлех пулсан, хам ӗҫленӗ вырӑнпа телефонпа калаҫса та пӗлме пулать…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Улах вырӑнпа утнӑ чух шӑрпӑклӑ ҫынна тӳрех тӗл пулаймӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Сире иксӗре пӗр вырӑнпа ҫитет пуль тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Лампа сӳнтертӗм те выртрӑм, Хурал вырӑнпа юнашар урайне выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ытла та асӑрханса, майлӑ, сӗвекрех вырӑнпа чӗрӗ йывӑҫ-тӗмӗ тураттисенчен ҫатӑрласа тыткаласа, вӗсенчен туртӑнкаласа, ҫулҫисене сӑптӑра-сӑптӑра, чӑштӑр-чӑштӑр кутӑн анма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хальлӗхе шӑратакан кӑмакасен юлашкийӗсене тупайман-ха, анчах тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, тӑм ҫинче юлнӑ шӑратнӑ кантӑк йӗрӗсем вӗсем чавса тӗпченӗ вырӑнпа юнашар вырнаҫма пултарнине кӑтартаҫҫӗ.

Пока не найдены остатки плавильных печей, но, по словам исследователей, следы расплавленного стекла на глине указывают, что они располагались где-то рядом с местом раскопок.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Малтисем кӑшт тӑраннӑ пек пулсанах вырӑнпа пӗрмаях хӑйсен хыҫӗнчисемпе улшӑнса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, асӑрханса йӗри-тавра пӑхкаларӗ, койкӑсем хушшинчи хӗсӗк вырӑнпа темиҫе утӑм турӗ, алӑк патне пычӗ, темиҫе ҫекунд унта тӑчӗ те каялла таврӑнчӗ.

Он поднялся, настороженно огляделся, сделал несколько шагов по узкому проходу между койками, дошел до дверей, постоял несколько секунд и снова вернулся.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Урам айккиперех, чул сарман вырӑнпа пынӑ чухне малтанхи пекех кисрентермерӗ, ванчӑк рессорсем те ун ҫинче ларса пыракан директора питех силлентермерӗҫ, Фабиан господин хальхинче тачӑ хупса хунӑ хапхаллӑ ҫӳллӗ хӳмесене тунсӑхлӑн сӑнаса пӑхрӗ; вӗсен ҫывӑхӗнчех ак лутра та чалӑш-чӗлӗш пӳрт-ҫуртсем хыҫала тӑрса юлаҫҫӗ.

По немощеной боковой уличке бричка- не так тарахтела, и разбитые рессоры уже не так подкидывали седока. Скучающий взгляд господина Фабиана скользил теперь по высоким оградам с наглухо закрытыми воротами — мимо пробегали низенькие, привалившиеся друг к другу хатенки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мункун эрнине вӑл вырӑнпа выртсах ирттерчӗ, староста темиҫе пырса чиркӗве кайма чӗнсен те, тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ирхине Пазухина станцӑна ҫити ӑсатма Кӗҫтук хӑй пырасшӑнччӗ, анчах ӑна, шӑнма юрамасть тесе, пӳртрен кӑларасшӑн пулмарӗҫ, вӑл вырӑнпа выртмаллах чирлӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӗн тесен те, ҫӗршер ҫын уйӑхӗ-уйӑхӗпе вырӑнпа выртакан госпиталь — ҫурхи чечеклӗ сад мар.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Васканипе вырӑнпа хутшӑнса кӑйрӗ пулӗ те, Мавра аппа тупсан леҫсе парӗ-ха», — тесе шанчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗнтӗр сӑрчӗ текен вырӑнпа иртнӗ чух вӗсем ҫинелле вӑрмантан ухӑ йӗпписем шӑхӑрса килме тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусантан таврӑннӑ хыҫҫӑнах аптраса ӳкнӗ пек вырӑнпа выртмасть вӑл, юнлӑ сурмасть.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех