Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртнине (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑрпӑк хыҫҫӑн шӑрпӑк ҫуткаласан, Макҫӑм урайӗнче пушӑ кӗленче выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун, пуринчен кайра тӑраканскӗр, вӑрттӑн пӑха-пӑха, Ваҫухха кравачӗ ҫинче хура япала выртнине курчӗ…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук мӗн вӑхӑт шухӑшласа выртнине те чухлаймарӗ, лашине пӑхма алкум вӗҫне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тавралла пӑхкаланӑ майӑн сулахай енче пир тӗркисем купаланса выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта, миххе урайне лартсан, сӗтел ҫинчи шурӑ ҫивитти витнӗ тулли карҫинкка ларнине, ун ҫумӗнче енчӗк выртнине асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил хушшинелле пӑхрӗ те ҫенӗк умӗнче хӗрарӑм выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, карҫинккана витнӗ ҫивиттине сирсен, ҫиелтех виҫӗ-тӑватӑ булка тата икӗ кӗрепенккерен кая мар кӑлпасси выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта ыраш пашалу ҫеҫ выртнине курсан ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑмраран инҫех мар хӗрарӑм выртнине курсан ӗшенсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл Атӑл кунашакал юхса выртнине ӗмӗр тӑршшӗпе пайтах курса савӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Крючниксене пама кантуртан илнӗ укҫа кӗсьерех выртнине аса илчӗ те ҫак укҫапа усӑ курса тавӑрма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Умра кукӑль татӑкӗ выртнине курсан, Ҫтаппан хырӑм выҫҫине туйрӗ те ку таранччен мӗн курни-илтнисене йӑлтах манчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫ ҫенӗк хӳтлӗхӗнче ҫӗр каҫнӑ ҫурта кӗрсен, Ҫтаппан малти стена ҫумӗнче тӑршшӗпех урлӑ сак пуррине, ун ҫинче минтерсем, аҫамсем, пиншаксем тата килте тӗртсе тунӑ темиҫе утиял выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ещӗкре вӑтӑр пӑтлӑ япала выртнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан тӗплӗнех ӑнланаймарӗ пулсан та, пӑрахут ҫине темӗнле япала йӑтса кӗрекене ҫирӗм пилӗк тенкӗ лекессе тавҫӑрчӗ, хӑйӗнчен куласран хӑрамасӑрах хура мӑйӑхли патне ҫывхарчӗ, унта вӑрӑм та ҫинҫе ещӗк выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑлантан тухнӑ чухне, алӑка уҫнӑ май, ҫутӑ кӗчӗ те, эпӗ ҫӳпҫе ҫинче кӗнекесем выртнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Курӑк айӗнчех темле юшкӑн выртнине вӑл кӑна асӑрхарӗ-ха, ҫак юшкӑнтан килмест-и ку пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шыва кӗмелли костюмпа ҫеҫ тӑрса юлнӑ хӗр, паллах, каччӑ хӑйне манса кайсах ун ҫине кӑна пӑхса выртнине питӗ лайӑх туять.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем шӑпланса выртнине кура катари шӑпчӑк вӑранать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Баку хули ҫывӑхӗнче ҫӳренӗ пулӑҫсем тахӑҫанах тинӗс шывӗ асамат кӗперӗ тӗслӗн курӑнса выртнине сӑнанӑ.

С давних пор рыбаки недалеко от города Баку, замечали, что вода здесь отливает цветами радуги.

Ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласемпе промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех