Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫине (тĕпĕ: виҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пухнӑ укҫа виҫине иртнӗ ҫулсемпе танлаштарса хакларӗ те — ачасене пулӑшасси ҫуллен вӑй илсе пынине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Вӗсем кредитсем илсен, пӗчӗк процент виҫине нимӗнле йывӑрлӑхсемсӗрех саплаштарса пыма пултарайраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Ҫавӑн пекех ҫарта пулнипе пенси ҫулне ҫитнӗ пенсионерсен тата вӗсен ҫемйисен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас тӗллевпе 2023 ҫулта асӑннӑ категорие кӗрекен ҫынсен пенси виҫине 10,5 процент индексациленӗ.

Также отмечается, что в целях повышения уровня пенсионного обеспечения военных пенсионеров и членов их семей в 2023 году произведена индексация военных пенсий на 10,5 процента.

Октябрь уйӑхӗнчен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ӗҫ укҫине ӳстерӗҫ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%A3%D0%BA%C3% ... er-3488292

Виҫине пӗлӗр, тӗллев патне пуҫ ҫӗклемесӗр талпӑнни ним лайӑххи те илсе килмӗ.

Знайте меру, безудержное стремление к цели, какой бы она ни была, ничего хорошего не сулит.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ваттисен ытлашши нумай тӑма юрамасть, виҫине пӗлес пулать, терӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк йышне, техника шутне палӑртса, миҫе ҫын ӗҫлекен пулнине тата вӗсен ӗҫ укҫин виҫине, рентабеллӗхе, парӑмсем ҫуккине тата ытти енсемпе хакласа чи лайӑх 100 фермера палӑртма пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фермерсем слетра пуҫтарӑннӑ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%84%d0%b ... %bd%d3%91/

Сӑвви питӗ килӗшрӗ те… виҫине тупаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Раҫҫейре чи пӗчӗк ӗҫ укҫин (МРОТ) виҫине 2024 ҫулта 18,5% ӳстерме палӑртнӑ, ку инфляци хӑвӑртлӑхӗсемпе ӗҫ укҫи ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗсенчен чылай ҫӳлерех, - пӗлтернӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин ытларикун стратегилле аталану тата наци проекчӗсем енӗпе канашлу ларӑвӗнче.

Повышение минимального размера оплаты труда (МРОТ) в России в 2024 году запланировано на 18,5%, это гораздо выше темпов инфляции и темпов роста зарплат в целом, сообщил президент РФ Владимир Путин на заседании совета по стратегическому развитию и национальным проектам во вторник.

2024 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре МРОТа тӳрех 18,5 процент ӳстерме палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... tn-3399685

Пулӑшу виҫине аслӑ шкул е колледж локальлӗ актсемпе палӑртать.

Порядок и размер помощи определяет вуз или колледж локальными актами.

Студентсене пулӑшса - укҫа-тенкӗпе паракан пулӑшуран налук илмӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... lm-3388506

Ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Волкова ӑмӑрту условийӗсемпе паллаштарнӑ май пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерекенсен тупӑшӑвне пӗтӗмлетнӗ чухне тухӑҫпа пӗрлех ӗҫлекен кашни ҫын пуҫне туса илнӗ продукци виҫине те шута илессине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Ҫӗнӗ тухӑҫ пӳлмене кӗрсе вырнаҫсан унӑн виҫине курӑпӑр», — палӑртрӗ Сергей Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Тулли пучах пуҫне таять, эппин, пӳлме кӗҫех тулать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82%d1% ... %b5%d1%85/

Эхлетрӗ, ахлатрӗ, виҫине пӗлмесӗр клевер ҫисе тултарнӑ ӗне пек мӑшлатрӗ, хушшӑн-хушшӑн сывлӑшӗ те пӳлӗнсе ларчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫак тӳлев виҫине 1 пин тенке ҫитересшӗн.

Размер данного пособия хотят довести до 1 тыс. рублей.

Шкул ачисем илсе тӑракан стипенди 1 пин пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35263.html

Чӑваш Ен Элтеперӗн ятлӑ стипенди виҫине ӳстересшӗн.

В Чувашии хотят увеличить размер именной стипендии Главы Чувашии.

Шкул ачисем илсе тӑракан стипенди 1 пин пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35263.html

Енчен те малтанхи тапхӑрта тупӑш виҫине кура асӑннӑ пособисене палӑртман пулсан, халӗ ҫӗнӗрен пӑхса тухӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

80 процентлӑ субсиди виҫине сад ӗрчетекенсемпе ҫырла туса илекенсем те тивӗҫме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Шкулта апат-ҫимӗҫ тӗрӗслекен комисси ӗҫлет, кашни кунах апат виҫине, тутлӑхне тӗрӗслет, комисси меню йӗркипе хатӗрленӗ блюдасене пӑхсах тӑрать».

Куҫарса пулӑш

Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149

— Эрех ӗҫсе айӑпа кӗнӗ пуль-ха председатель умӗнче ку тесе шухӑшлатӑн-тӑр ман пирки эс, анчах эп кирек хӑҫан та виҫине пӗлсе ӗҫнӗ — хама питех ирӗке яман.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Программӑн тӗп тӗллевӗ – ҫынсене чухӑнлӑхран кӑларасси, пурӑнмалли тупӑш виҫине ӳстересси.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт аталанма майсем уҫса парать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60766

Ҫапах та асӑннӑ меслетпе усӑ курсан апата хатӗрленӗ чухне калори виҫине тӗп-тӗрӗс пӑхӑнма май пур.

Зато данный подход позволяет точно соблюсти заданное количество калорий.

3D принтерпа тутлӑ чизкейк хатӗрлеме вӗреннӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34585.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех