Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васканӑ (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ванюк ҫавна пӗле тӑркача васканӑ та, тӑхтаса тӑма юраман.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пит кӗске самантра вӑл Павлик леш каҫхине, Завьялов Лизӑна кӗтнӗ чух, хӑй вокзала кайма васканӑ вӑхӑтра епле ачалла айван ыйту панине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапла, эсир унтан кайма васканӑ, эсир хӑвӑрӑн тиршӗн хӑранӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсир Константин Георгиевича пӑрахса хӑварнӑ хыҫҫӑн питӗ васканӑ, базӑна епле те пулин хӑвӑртрах ҫитес тесе васканӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапла пулнӑ иккен: ӗҫрен таврӑннӑ чух вӑл автобус патне васканӑ та ҫыран хӗррипе вӑраххӑн утса пыракан Звягинцева курнӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лиза ӑна хирӗҫ темле ӑнланмаллах та мар калакаланӑ та тухса кайма васканӑ, мӗншӗн тесен ҫавӑн чухне те хӑйне Виктора айӑплакан, варалакан, ӑна сиен кӳме пултаракан ҫын вырӑнне тӑратма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ирхине те вӗсем вӑраниччен тухса кайма васканӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах… вӑл тӗпелтен алӑк патнелле васканӑ чух асӑрхарӑм: сылтӑм урине ытла тӳррӗн туртса утать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫӑлавҫӑсен, транспорт полицийӗн экипажӗсем вырӑна тӳрех васканӑ, ҫав тӑрӑхра пулнӑ пулӑҫсемпе пӗрле 8 ҫынна тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Ҫавӑнпа килӗшенҫи тунӑ вӑл ман сӑмахсемпе, ҫавӑнпа васканӑ та мана хӑй килӗнчен кӑларса яма.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Калама кирлӗ мар. Тупӑнать», — хуравланӑ та Кудряшов каялла васканӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑнпа митинг хыҫҫӑнах васканӑ вӑл кунта, ватӑ, хисеплӗ коммунист ертсе пыракан бригадӑна.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Патвар йывӑҫсем — хӑватлӑран та хӑватлӑ машинӑсем, ҫӗршывӑн тӗрлӗ завочӗсенчен тухнӑ, халь вара таҫти ҫул ҫинче те ҫапла васкакан, хӑйсем васканӑ май пурнӑҫ таппине васкатакан тӗрлӗрен тӗрлӗ машинӑсем, тӗрӗсрех каласан, пурнӑҫ таппи хӑй хистенӗрен васкакан машинӑсем.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пуҫне темле шухӑш пырса кӗнӗ те ӑна манса каясран хут ҫине ҫырса хума васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Каччӑсем ӑна ҫӑлма васканӑ.

Парни поспешили спасти его.

Икӗ каччӑ путакан ачана ҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35089.html

Хӗрӗ унӑн сакӑр класс пӗтерсен хулари пӗр ГПТУра маляра вӗреннӗ, канмалли кунсенче час-часах яла килсе кайнӑ, кашнинчех Кермӑнпа тӗлпулма васканӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах ача куҫӗнчен ним те пытараймастӑн: Наталь амӑшӗ тӗлӗрсе каясса кӑна кӗтнӗ — кӗленчери эрехе ӗҫме васканӑ, ун чухне вӑл вунтӑваттӑра пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Акӑ мӗншӗн Мерчен Мишши шухӑшӗ пӗр самантра тенӗ пекех тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ларнӑ, Саркайпа пӗрле Потапов сӑввисене хаҫат урлӑ мухтама васканӑ!

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вилӗме хирӗҫ васканӑ тейӗн: ир-ирех пынӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Капкӑна» ҫавскер ҫыру ӑсталаса янӑ, редакцирисем вара фельетон майлаштарма васканӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех