Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхасан (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулҫӳревҫӗ-тӗпчевҫӗ персе ҫитрӗ! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ хайхискер Пӗчӗк принца асӑрхасан.

Вот прибыл путешественник! — воскликнул он, заметив Маленького принца.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Курӑк лутраланнӑҫемӗн лутраланса пынине асӑрхасан, пире ҫӑмӑллӑнах туйӑнчӗ.

Мы почувствовали большое облегчение, когда заметили, что трава становится все ниже и ниже.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӗҫченсем ӗҫлесе ҫитерейменнине асӑрхасан, ӳркенсе тӑмасть, хӑй те ӗҫе хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%82%d0%b ... %85%d1%80/

Мана асӑрхасан вӑл пылак ӗмкӗч хыптарнӑ сӑпка ачи пекех хӗпӗртесе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

Славике асӑрхасан, вӑл пӗрре ун ҫинче куҫне те чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, уйӑх тӗтреллӗ ҫутӑ сапаланине асӑрхасан, кӑмӑлӗ кӑштах ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кирккапа арӑмӗ е Энтрипе Верук хапхаран кӗнине асӑрхасан, вӑл кашнинчех алкумӗнчи чӑлана тухса ларатчӗ те лешсем каймасӑр та пӳрте кӗместчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Думитру Георгиевича асӑрхасан, вӑл вӗҫнӗ пек чупса тухрӗ те тӳрех ун ытамне кӗрсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

…Таранов хӑш-пӗр ҫынсем кӑлпасси ҫӗклесе утнине асӑрхасан гастронома васкарӗ: уйӑх кӗҫ-вӗҫ вӗҫленет, талона сая ямалла мар, ҫӑкӑрпа сӗт-турӑх туянмалла тата.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Уйра, тӗттӗм ҫӗрте, ҫулпа пӗр ҫын пынине асӑрхасан, ӑна чарса тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ӑна асӑрхасан Марина тӳрленсе тӑчӗ, тутине ҫат ҫыртнӑскер йӗпе аллипе карлӑкран ҫатӑр ҫавӑрса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кирик сӑмахне вӑл хӑлхана та чикмерӗ: «Автанкассинчи сысна ферминех каятӑр!» — тенӗскер Герасим Федотовича асӑрхасан сӑнран тӗксӗмленсе машинӑпа трактор паркне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович анкартинчи мунчара ҫутӑ пуррине асӑрхасан унта кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мана асӑрхасан Платон аванмарланчӗ, ҫӗр каҫ хӑй ӳсӗртерех пулнине аса илчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Караньяловсен кил-ҫурчӗ тӗлӗнчи пӗрене купи ҫинче икӗ пирус ҫути хӗмленнине асӑрхасан тин лӑш пултӑм.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мана асӑрхасан вӗсем пурте тенӗ пекех ҫӑвара шыв сыпрӗҫ — пӗр Платон кӑна хурлӑхлӑн йӗрмӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мана асӑрхасан каялла таврӑнма шутларӗ пулмалла, анчах пуҫне каҫӑртса малаллах утрӗ, ӗнене кӑкарнӑ шалча патӗнче кукленсе ларчӗ, пысӑк чул катӑкӗпе шалчана енчен енне ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ажайкина асӑрхасан ӑна хирӗҫ васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫавна асӑрхасан Ажайкин кӑткӑ тӗмӗ ҫине ларнӑ пекех канӑҫсӑррӑн йӑшаланчӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мана асӑрхасан кил картинче виҫӗ йытӑ хаяррӑн хартлатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех