Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслашшӗпе (тĕпĕ: аслашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслашшӗпе тата ытти ҫывӑх тӑванӗсемпе ҫыхӑнтарса Аркаш ҫинчен икӗ-виҫӗ сӑмах ҫырма юрать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл аслашшӗпе ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта вӗсем пӗрре аслашшӗпе иккӗш пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑлӑх чӗчӗ ачи аслашшӗпе ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑкӑтра вӗсене ватӑ аслашшӗпе асламӑшӗ питӗ тарават кӗтсе илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрҫӑра хӑйӗн ҫыннисене, уйрӑмах тутарсене нумай пӗтерчӗ пулин те Хусана илчӗ-илчех Иван Васильевич, аслашшӗпе ашшӗ ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире кӗтсех пурӑн, эпир ытла нумай ҫӳремӗпӗр, — терӗ вӑл аслашшӗпе темӗнччен калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслашшӗпе асламӑшӗ аякра-ха унӑн, вӗсем патне ҫитсе килме темиҫе кун кирлӗ, ак ашшӗ ҫывӑхрах Иливанӑн, ӑна систермеллех пулать.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тухса каяс умӗн старик Ахтупай аслашшӗпе тата тепре калаҫса пӑхасшӑн пулчӗ, анчах Пикпав ӑна ҫав-ҫавах паллаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватӑ аслашшӗпе амӑшӗ ӑна вӗрентесшӗнех ҫунман, килте ҫын кирлӗ, тенӗ вӗсем.

Престарелый дедушка и мать не хотели, чтобы она проучилась дальше, сказали, что человек нужен дома.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ваҫук аслашшӗпе сержант сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Сержант мӗншӗн вӗсем патне килнине пӗлсен, аслашшӗпе амӑшӗ ӑна хӑйсем патне кӗрсе тухма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Хӑйсен тӗлне машина чарӑннине асӑрхаса, Ваҫук аслашшӗпе амӑшӗ те урама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Ун аслашшӗпе асламӑш, кукашшӗпе кукамӑш, ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен ачисемшӗн, вӑл шутрах Утласшӑн та, тӑрӑшнӑ, пӗтӗм ырӑ йӑласене вӗсене вӗрентсе хӑварнӑ, халӑхӑн чунне панӑ вӗсене.

Предки Утласа — дед, бабушка, отец, мать — тоже старались для своих детей не меньше, чем старается он сегодня, сами соблюдали добрые обычаи и детей тому учили.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсен хаваслӑ сассисене илтсен чун-чӗре хӑпартланупа тулать, кӑмӑла уҫса ярать, — теҫҫӗ телейлӗ аслашшӗпе асламӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Кунта виҫӗ ӑрури ҫынсен пурнӑҫне уҫса панӑ - аслашшӗпе асламӑшӗ, ывӑлӗпе кинӗ тата вӗсен ачисем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пӳрчӗ. 20 ӗмӗр // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Хӑрӑм илтнӗччӗ Аспар аслашшӗпе Атӑл леш енче пурӑнать тесе.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аслашшӗпе Пӳлер хулине пасара кайсан хӑйӗнпе Хура Ҫӑлтӑра илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫапла Аспар аслашшӗпе Хура ҫынсен ҫӗршывне лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пырса пӑхакан хӗҫпе ҫапӑҫакансем ҫинчен ҫапла шухӑшлӑччӗ: «Ку этемсем курайман тӑшмансем мар, аслашшӗпе мӑнукех-тӗр».

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех