Шырав
Шырав ĕçĕ:
Атӑл хӗрринчи хупах умӗнче алчӑраса пӑхса тӑрать!
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Лешсем алчӑраса кӑн-кан пӑхаҫҫӗ те пуп майри кулса ларнине кура ӗненмеҫҫӗ ку сӑмаха.Мало кто поверил словам Савдеби, тем более что хитро посмеивалась матушка Марфа Ефимовна.
Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ним тӑва пӗлменнипе аллисене хире-хирӗҫ сӑтӑрать вӑл, йӗри-тавра алчӑраса пӑхать.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Алӑк хушӑкӗнчен пӑхрӗ те хӗр малтанлӑха куҫӗ алчӑраса кайнине ҫеҫ туйрӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Алчӑраса пӑхса ларакан Петӗр ӳкесрен сӗтеле ҫавӑрса тытнӑ.
Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Мӗнле ҫӑка? — тутар алчӑраса вут урлӑ кармашать.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Якку йӑраланса кутник ҫине тӑрса ларать, алчӑраса йӗри-тавра пӑхкалать.Яков с трудом отрывается от нар, садится и смотрит на всех круглыми, непонимающими глазами.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Григорьев ҫине вӑл темле алчӑраса пӑхса илчӗ те яшт тӳрленсе тӑчӗ, хыттӑн ахлатса ярса пуҫне аллисемпе ҫавӑрса тытрӗ.
Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Алчӑраса ун-кун пӑхкаларӗ те вӑл, пӑр ҫинче утакан ӑйӑр пек, урисене ҫӳле иле-иле пусса картишӗнчи Григорьев патне таплаттарса утса пычӗ.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Стараста картиш варринче пӗр самант хушши алчӑраса пӑхкаласа тӑчӗ те карчӑкӗн сасси йӑмсанах хапха умнелле утрӗ.
Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Савтепи уҫланка урӑх тӗспе ҫутатса ячӗ тейӗн, Ухтиван таврари япаласене пӗрремӗш хут курнӑн алчӑраса пӑхса тӑрать.
Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Павӑл Ухтиван ҫине ҫав тери пысӑк япала ҫине пӑхнӑ пек кӑшт ҫӑварне карса та алчӑраса кайса пӑхса тӑнӑ хушӑра Ивук ҫенӗке кӗрсе тухрӗ, пахчана кайса темиҫе тӗп сухан ҫӑлса килчӗ.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Эрне ытла сӗрӗм тивнӗ ҫын пек алчӑраса пӑхса ҫӳренӗ, ҫӗрле сике-сике тӑрса ларнӑ, чӗлӗм туртнӑ.Неделю ходил как побитый, ночами не спал, вскакивал, смолил трубку.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ял вӗҫне ҫитсен, Арифуллан куҫӗ-пуҫӗ алчӑраса кайрӗ: ӑҫтан пуҫтарӑннӑ ҫакӑн чухлӗ халӑх, миҫе ял тухнӑ ку кӗпере тума?
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пит-куҫӗ алчӑраса кайнӑ хӑйӗн.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Каччӑ сӗтел ҫине пӗр кӗленче эрех кӑларса лартнине курсан Альтук инкен куҫ-пуҫӗ алчӑраса кайрӗ.
14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑш чух куҫ-пуҫ та алчӑраса каять.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Анчах пӳлӗмре сарӑлса ларакан ҫӗнӗ дивана курсан Сашӑн куҫӗ-пуҫӗ алчӑраса кайрӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Телефон патӗнчен алӑк патне чупать, ҫынсене чӗнсе илет, ыйтса пӗлет, приказ парать; кӗскен ыйта-ыйта пӗлсе, хӑй шухӑшӗсене уҫҫӑн кала-кала ӑнлантарать; ҫак тӗлӗнмелле хӗвӗшӳре алчӑраса кайнӑ ҫынсен ӑс-халне, шпорсемпе кастарса хистенӗ пек, чӗвен ҫӗклетсе тӑратать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Петрель фру сӗлеки юхса анчӗ — мӗн тери тутлӑн курӑнать сӗтел ҫинчи апат-ҫимӗҫ тата мӗн кӑна ҫук кунта, куҫ алчӑраса каймалла.У фру Петрель тут же слюнки потекли — всё выглядело так аппетитно, прямо глаза разбегались.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.