Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнчен (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Витӗр курман мучи сӑмси айӗнчен михӗ йӑтса тарасси йывӑрах пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Шутланӑ пекех, хапха мӗлки айӗнчен темле хӗрарӑм кӗлетки чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Чӑнах та, хӗрсемшӗн ку таҫти пӗлӗт айӗнчен вӗҫсе аннӑ хурчка пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Офицер шӑлаварӗ айӗнчен йӑлтӑртатакан ботинка пуҫӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Йыттусем сахал мар сӗтӗрчӗҫ пуль-ха ҫыран айӗнчен, — тӗртсе хучӗ Кулюкка та.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Мӗн шухӑша кайрӑн, Эрхип Григорччӑ? — ҫӑм тутӑр айӗнчен курӑнчӗ Марьен пӗчӗк сӑн-пичӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Шап-шур ҫеҫкере ларакан улмуҫҫисем айӗнчен чечеклӗ вӑрӑм пурҫӑн кӗпе, пуҫне шӑрҫаллӑ тӳпеттей тӑхӑннӑ, икӗ вӑрӑм хура ҫивӗтлӗ, хура куҫлӑ, йӑрӑс пӳллӗ хӗр йӑл кулса килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Лейтенант ординарецӗ, хуратутлӑ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, лутра та йӑрӑ ефрейтор, хӑйӗн командирӗнчен ҫичӗ ҫул аслӑскер, таҫтан шӑппӑн пырса тӑчӗ, ҫӗр айӗнчен сиксе тухрӗ тейӗн:

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫуначӗсене хыҫалалла янӑ нимӗҫ самолечӗ пӗлӗт айӗнчен вӗҫсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ах, тем те курӑн ку вӑрҫӑра, — ассӑн сывларӗ Роза, кӗске салтак юбки айӗнчен курӑнса тӑракан чӗркуҫҫине ик аллипе тытса лараканскер.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Нимӗҫсен тепӗр ушкӑнӗ утӑ капанӗ айӗнчен суранлӑ вырӑс салтакӗсене тупса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хӑйӗн мунчи кӑмаки айӗнчен ылтӑн чӳлмекӗ тупнӑ хыҫҫӑн чылай вӑхӑт канӑҫсӑрланса пурӑнчӗ Петрук, ачаш ҫӗре ҫӑпан тухнӑ пек, лара-тӑра пӗлмесӗр ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Юрланӑ чухне зал янраса тӑрать, ташланӑ май урисен айӗнчен тӗтӗм тухать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пулас патриотсене ҫитӗнтерет // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51407-pula ... cit-nteret

Вара вӑл ту ҫине хӑпарнӑ та ҫунакан ҫуртапа пысӑках мар ҫӑлкуҫ курнӑ, ҫӑлкуҫӗ ҫӗр айӗнчен чӗрӗлӗх нӳрӗ кӑларнӑн туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр ҫӗршывран илемли те, хитри те ҫук // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/turizm-/2024 ... uk-3865741

Ситекпуҫ ҫыннисен паллӑ вырӑнӗ чӑнкӑ сӑрт айӗнчен юхса тухакан тап-таса тулли ҫӑлкуҫ пулса тӑрать.

Известным местом среди жителей Ситекпуся является пречистый родник , вытекающий из-под крутого холма.

Вӑрман ҫӑлкуҫӗ улшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/t-van-tavral ... nn-3844589

Аппӑшӗ килӗнче ҫуккипе усӑ курса, ача унӑн кровачӗ айӗнчен чӑматанне туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт ачи // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Амӑшӗпе Славик калаҫнӑ вӑхӑтра Санька таҫтан лупас айӗнчен моторлӑ велосипед тӗртсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗрӗлмен мопед // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Акӑ, кунта кӗриччен кӑна турник айӗнчен тупнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫурт // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

— «Турник айӗнчен», — тесшӗнччӗ учитель, анчах тӑхтама шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫурт // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Йӗпе юр чӑмаккисем, лаша ури айӗнчен сирпӗнсе, Алюша пыра-пыра ҫатлатаҫҫӗ, тепӗр чух питренех лекеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех