Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айккинчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Айккинчен пӑхсан хунарҫӑсен ӗҫӗ ҫав тери ӗлккен курӑннӑ.

Если поглядеть со стороны, это было великолепное зрелище.

XVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ку эрнере айккинчен пулӑшу кӗтмелле мар.

На этой неделе на помощь со стороны рассчитывать не стоит.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Айккинчен йытӑсем чупса пыраҫҫӗ.

По сторонам бежали собаки.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Полюссем патӗнче тӑракан сӑнавҫӑсене лампа ҫути айккинчен ҫутатать.

Наблюдатели, стоящие вблизи полюсов, освещаются лампой сбоку.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Айккинчен предприятисен, колхозсемпе совхозсен ячӗсене ҫырса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Муратов юлташпа паллаштарма тавҫӑртӑм-и эпӗ сана? — шукӑль тумланнӑ арҫын енне пуҫӗпе сӗлтсе, Тимуша айккинчен тӗртрӗ Стратонов.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Айккинчен сӑнаса тӑчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вара ҫурт кӑшкарӗ айккинчен башньӑллӑ кран тухрӗ те, ҫӳллӗ кӗлеткине стройка патши пек тӳррӗн те мӑнаҫлӑн тытса, рельса тӑрӑх кунталла машина патне, шуса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Айккинчен пӑхсан, ӑмсанӑн та ҫав, — тетӗп эпӗ хам тӗллӗн калаҫнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Айккинчен пулӑшу ан кӗтӗр.

Помощи со стороны не ждите.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Айккинчен вара укҫа кӗрес шанчӑк пур.

А вот поступление средств из сторонних источников не исключено.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Темле майпа эпӗ сисмесӗр юлнӑ тесен те тӗрӗс мар, мӗншӗн айккинчен юлнӑ Анисим Асламасӑн «Нарспи» балет музыки, кӗвви.

Куҫарса пулӑш

«Нарспи историйӗ» балета куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60610

Эпӗ, хам та сисмесӗр, мӗн пулнине ӑнланса та илеймесӗр, йӗкӗт хыҫҫӑн утса кайрӑм, айккинчен пӑхас пулсан, ку пирӗн интереслӗ курӑннӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Халӗ айккинчен укҫан пулӑшӗҫ.

Получат финансовую помощь со стороны.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑр ҫине айккинчен пӑхӑр: мӗн курнипе кӑмӑллӑ-и?

Взгляните на себя со стороны, довольны ли вы тем, что видите?

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку хӗрарӑм чӗри ытла та савӑнӑҫлӑ, ытла та лӑпкӑ тесе шутлама пултарӗҫ айккинчен пӑхакансем.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан айккинчен йӗри-тавра касса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн тума кирлӗччӗ вӑл сана! — текелесе, чӑмӑрӗпе улшуҫа айккинчен тӑрӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чухӑннисем айккинчен ҫеҫ курса тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑллӗ, Сахара айккинчен тӗртсе, пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ: «Тете, тете, авӑ Сергей!» — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех