Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ятламасӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятламасӑн пӗр кӑлтӑк пур ҫав, ӑна ҫынсем тахҫанах асӑрханӑ: чӗлхе-ҫӑвартан пит паттӑр пулнӑран вӑл хӑйне ыттисенчен маларах хурать, тантӑшӗсене ҫеҫ мар, кӑшт ватӑраххисене те вӗрентме юратать.
18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Паян Ятламасӑн ирех чӗлхи кӗҫӗтет пулас-ха, ват хусах тӳрех Пикпав старик патне вашлаттарчӗ.
18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсене иртсе кайнӑ чухне суккӑр ҫын та асӑрхамалла: пӗри (Сахвине юмӑҫ карчӑкӑн), тул енчен сарӑ тӑмпа сӗрнӗскер, ҫи виттийӗпе пӗр еннелле тайӑлнӑ, тепри (авланма манса кайнӑ каччӑн, Ятламасӑн), шурӑ тӑмпа шӑлнӑскер, ҫи виттийӗпе тепӗр еннелле тайӑлнӑ; пӗрне ытлашши чалӑшнӑран йӑвансах ан кайтӑр тесе сылтӑмран турачӗсене те чипер иртсе пӗтереймен юпапа тӗреленӗ, тепӗрне, шурӑ тӑмпа шуратнӑскерне, сулахай енчен темиҫе вӗрлӗкпе тӗреклетнӗ.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Страницăсем:
- 1
- 2