Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ята (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фестивальте команда капитанӗ Дмитрий Петров «Финалӑн чи лайӑх вӑйӑҫи», дружина тренерӗ тата наставникӗ Евгений Миллин «Чи лайӑх тренер» ята тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/

Вӗсем: «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ Леонид Ильин тата Данис Гайзатуллин механизаторсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%b0cce/

— Ма маларах ман ята ыйтмарӑн?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Нушине курса ӳсрӗмӗр ӗнтӗ, ҫавах та ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пултӑмӑр, ята ямарӑмӑр, - иртнине куҫ умне кӑларчӗ Роза Судакова.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

Пушкӑртстанра иртнӗ «Шурӑ ҫӑл» фестивальте вара икӗ хутчен лауреат ята ҫӗнсе илме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%bc%d0%b ... %91%d1%80/

Республика шайӗнче те лауреат ята ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ // Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%bf%d1%8 ... %ab%d3%97/

1878 ҫулта Болонья университечӗн литература уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта вӑл Джозуэ Кардуччи патӗнче вӗреннӗ, литература докторӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

В 1878 году окончил литературное отделение Болонского университета, где был учеником Джозуэ Кардуччи, получил звание доктора литературы.

Руджеро Леонкавалло // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 0%BB%D0%BE

Бартоломью Госнольд треска пуллисен пысӑк ушкӑнӗсене асӑрханӑ май ҫурутрава хальхи ята панӑ (1602).

Бартоломью Госнольд, обнаружив огромные стаи трески, дал полуострову современное название (1602).

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Паянхи кун асаннепе кукамай, кукаҫипе асатте ята илтме тивӗҫнӗскерсем мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ӳстерме пулӑшаҫҫӗ, юратнӑ ӗҫре те вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/c%d1%83%d ... %85%d0%b0/

Пӗрлештернӗ хор Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ Николай Алексеевич Петрова халалласа ҫырнӑ «Пуҫ таятпӑр пурте» юрра шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Хӑйӗн тивӗҫлӗ ӗҫӗшӗн нумай наградӑна, тав хучӗсене тата «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ватӑ ҫынна - чыс та хисеп // О. СЛАВИНА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/va ... s-ta-hisep

Унӑн тӑршшӗ 79 метр — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ 79 ҫул тултарнӑ ята халалланӑ, лаптӑкӗ - 237 тӑваткал метр.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра чи пысӑк маскировка сетки тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3763312

Августӑн 7-мӗшӗнче районта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри картиш командисем хушшинче йӗркеленӗ муниципалитет шайӗнчи ӑмӑртура футболла выляссипе тата стритбаскетпа ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Вӑл хор шӑпишӗн чунне парса ӗҫленӗ хушӑра коллектив 1969 ҫулта «халӑх» ята илет.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Вӑл «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Анастасия мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра пахча-ҫимӗҫ бригадинче тӑрӑшнӑ, кулленхи ӗҫре ырӑ ята ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Тӑшмансене хирӗҫ кӗрешсе пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Константин Антонов, Геннадий Габайдуллин, Иван Кабалин, Георгий Чернов, Николай Чернов Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Каярахпа ҫак ята португалсем чӗлхене хуҫса «Какабе де Тана» теме тытӑннӑ, акӑлчансем вара «Тхана» ятпа калама пуҫланӑ.

Позднее это название было преобразовано португальцами в «Какабе де Тана», а затем англичанами в «Тхана».

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

Ҫӗнтерӳҫӗ ята Пӑлапуҫ Пашьел хӗрӗ Анастасия Бахитова тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьел тӑрӑхӗнче "Чӑваш пики-2024" конкурс иртнӗ // Хыпар. http://hypar.ru/cv/news/patarel-tarahien ... urs-irtnie

Ҫӗвӗҫе вӗреннӗ, шкулта ӗҫлесе ырӑ ята тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех