Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ялта сăмах пирĕн базăра пур.
Ялта (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта ыр ҫынсем нумай чухне чир те чир мар, — кӑмӑллӑн каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.

Ялта халь хулари пекех ҫумӑр ҫӑвать пуль.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ялта Анне мана тем ҫинчен те кала-кала парать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ялта — кайӑк-кӗшӗк сасси, уҫӑ сывлӑш, курӑк-чечек, шӑплӑх та канлӗх.

Куҫарса пулӑш

Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ялта чух, ир тӑрсан, Вова Амӑшӗн картишӗнчи хурӗсене кӑларса кӳлӗ еннелле хӑваласа ярать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ялта кӗрхи ылтӑн вӑхӑт пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ялта ку ответлӑха тытма пӗлмен хӗрарӑм тесе шутлаччӗр тетӗн-им, Узин?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ялта арҫын ҫукран хӗрсем пурте куҫ хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ялта пӗр ҫын та кӑмӑлсӑр юлмарӗ, хӑшӗ-пӗри кайса ӳкичченех ӗҫрӗ, мӗншӗн тесен эрех шыв пек юхрӗ, Кирей укҫа шеллемерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ялта кӗрхи ӗҫсем вӗҫленнӗрен ирӗклӗ ҫынсем чылай тупӑнчӗҫ, пулӑшас текенсене Кирей пурне те йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ялта вӑл хӑйсен килӗпе юнашар тахҫанах пушӑ выртакан ҫӗре колхозран туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ялта пурте лайӑхрах пурӑнасшӑн пулнине туйрӗ Камай.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ялта каннӑ хыҫҫӑн Камай Шупашкара таврӑнчӗ, тӑрӑшсах ӗҫе пуҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ялта халӑх чылай пулин те, колхозра кашнин валлиех ӗҫ тупӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ялта пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Ялта кирлӗ ҫынна вӑш-вашрах тупма пулать.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Ялта мӗнле, лайӑх-и?

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ялта пулса куриччен кӗтӳҫ ӗҫӗ Ваҫукшӑн ытла та ансат пек туйӑнатчӗ: кӗтӳҫ текен этем вӑрӑм пушшине уртса ярать те хулпуҫҫи урлӑ, ҫӑвара шӑхличӗ хыпать те — ҫӳрет улӑхра юрласа…

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ялта ҫерҫи вилмен, теҫҫӗ — шӳтленӗ Петр Петрович.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех