Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ывӑннӑ (тĕпĕ: ывӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗччен пурӑнса ывӑннӑ, тарӑхнӑ, йӑлӑхнӑ хӗрарӑм хӑех хӑюллӑ та мӑнаҫлӑ пуҫне хура арҫыннӑн вӗри вут пек ҫунса тӑракан кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, ачашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗлетӗп вӗт эпӗ, куратӑп: пурте ывӑннӑ, пурпӗрех ӗҫе тӗплемесӗр хиртен каймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Шурӑмпуҫпе тӑрса ҫулӑпӑр та кӗтӳ кайнӑ вӑхӑта киле ҫитӗпӗр, — терӗ ывӑннӑ Сантӑркка, вӑрӑмтуна ҫыртнӑ ура хырӑмне аллипе сӑтӑркаласа.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирсем ҫинче кунӗпе вӗлтӗртетсе ывӑннӑ ӑрша ҫухалсан, таҫти аякри сасӑсем уҫҫӑнрах илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта куҫ курӗ, — лӑплантарса хӑварчӗ вӑл ывӑннӑ салтаксене.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑннӑ ҫинчен мунча кӗместӗн-и?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лавсем ҫинчен аннӑ ҫынсем, ҫул ҫинче силленсе самаях ывӑннӑ пулин те, хӑйсене патваррӑн тытма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Пушӑлла чуптармастпӑр-ха лашасене», — шухӑшласа илчӗ вӑл, хӑйӗн ывӑннӑ пек тӑракан лашине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ вара вӑл, яра кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн хваттерне таврӑнсан, ӑна никам та пӑхман пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ывӑннӑ ҫинчен кӑштах сыпма шутларӑм ҫеҫ… — тунчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрсем халӗ хӑйсене пӑрса кӑларнӑ лимон пек туяҫҫӗ - вӗсем ывӑннӑ.

Сейчас Девы чувствуют себя выжатыми и уставшими.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Таврарисен критикинчен пӑрӑнма тӑрӑшӑр - вӗсем те ывӑннӑ.

Постарайтесь воздержаться от критики окружающих, они тоже уже устали.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ывӑннӑ ӗнтӗ эсӗ паян, кан.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Акӑ ывӑннӑ Иннокентий килелле утать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ватӑлнӑ, ывӑннӑ шӑмшак канлӗхшӗн ҫав.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӗсем вара ураран ӳкесле ывӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Унтан, ыйхӑран вӑраннӑ пек пулса, ывӑннӑ куҫӗпе сӗтел умне пырса тӑнӑ хӗре тинкерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗррехинче ӗнесем суса ывӑннӑ хыҫҫӑн, канма тесе, выльӑх пӑхакансем пурӑнакан ҫурталла утнӑ чух, Крахъян аппа партком секретарьне Илле Энтипне тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

«Апат ҫитересчӗ — ывӑннӑ, выҫса ҫитнӗ пулӗ», — пӑшӑрханчӗ пуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑш-пӗр чухне Хвекла Землякова минтерне ҫӑм вырӑнне хуратул хуппине тултаратчӗ, вӑл лайӑх «сывлать» имӗш, — сывлӑша аван кӑларать, ывӑннӑ ӳтшӗн усӑллӑ, унсӑр пуҫне тата якатать, массаж тӑвать, шӑмӑсене «вырнаҫтарать».

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех