Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шӗнерпуҫӗнчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ачи Виктӑр Шӗнерпуҫӗнчи икӗ класлӑ училищӗне пӗлтӗр пӗтернӗ пулнӑ, анчах Сашшапа пӗрле яма Сарт Ҫеменӗн укҫи ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сасартӑк пӳрте Артур старостӑпа Шӗнерпуҫӗнчи пуп — Гурий атте — кӗрсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӗнерпуҫӗнчи пупа — Гурий аттене — сӑнама хушнӑ: ҫӳрет-и ҫав учитель чиркӗве, тип тытать-и, ҫылӑх каҫарттарать-и, шкул ачисене кӗлӗ кӗввисене юрлама вӗрентет-и, — вӑхӑтра систерме ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫамрӑк Паймукӗ, Шӗнерпуҫӗнчи икӗ класлӑ шкула лайӑх вӗренсе пӗтернӗскер, ашшӗнчен ирттерчӗ: икӗ хӑмла авӑнӗ ҫӗнӗрен туса лартрӗ, килкартинче чул сарчӗ, пӳрт тӑррине виҫӗ хут хӑма сарса сӑмалаларӗ, кайри пӳртпе малти пӳрт хушшинче кантур туса лартрӗ, ҫуртне тулашӗнчен хӑмапа витрӗ, тӑватӑ юпаллӑ хапха туса лартрӗ, тӑррине хӑмапа витрӗ; кайран пӳртне те, хапхине те сӑмала вӗретсе хӑмӑр сӑрӑпа хутӑштарса сӑрларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑйне Элкей Микули тенӗ ҫулсенче Николай Осипович мӗнпурӗ те ултӑ ҫул ҫех вӗреннӗ (Шӗнерпуҫӗнчи икӗ класлӑ шкулта), ҫапах та вулама-ҫырма вӑл пит ӑста пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӗнерпуҫӗнчи икӗ класлӑ шкултан вӗренсе тухакансем Чӗмпӗре е Хусана кайса ҫутӑ пурнӑҫ тутине туйса илеҫҫӗ те патша саманине хирӗҫле шухӑшсемпе каялла таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӗнерпуҫӗнчи Виталий Яковлев ертӳҫӗсен аллинчен ассоциацие кӗнине ҫирӗплетекен ӗнентерӳ хучӗпе медале алла илчӗ.

Виталий Яковлев из Шинерпоси получил в руки с рук руководителей медаль и удостоверяющую бумагу о вхождении в ассоциацию.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех