Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрнӑ (тĕпĕ: хӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлсултан кинемей — типсе хӑрнӑ шӑчӑ пекскер — Укаслӑва пӗрре пӑхма ӑшшӑнах те кӗтсе илмерӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑлса хӑрнӑ, ҫӗрсе йӑмшакланнӑ, сиенлӗ имҫамсене пула чирленӗ, имшерленнӗ е пата тивнӗ йывӑҫсене пӗр тӑхтаса тӑмасӑр шатӑртаттарса тухмалла, унсӑрӑн вӗсем сыввисене чир ертме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫук, куҫран вӗҫертме юрамасть ку усал утамана», — терӗм те эпӗ ҫӑкалӑхри ҫӑра хунавлӑха пытанма ӗлкӗртӗм ҫеҫ — лаштра чӑрӑш айӗнчи хӑрнӑ уртӑш йывӑҫҫисем йӑштӑр-чаштӑр турӗҫ те, ман уммах упа тухрӗ тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пӗр тӗлте эпӗ тӑрри кӑштах хӑрнӑ хыр вуллине улатакка таккаса ҫаврӑннине тӗлсӗр-мӗнсӗр пӑхкаларӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Хӑйсен умӗнчен ҫын иртмессерен вӗсем, кӗлӗ сӑмахӗсене ӑнланмалла мар мӑкӑртатса, хӑвӑрт-хӑвӑрт сӑхсӑхса илеҫҫӗ те выҫӑпа, асаппа типсе хӑрнӑ аллисене тӑсаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Ун ҫине пӑхсан, ирӗксӗрех «Нарспи» юрӑҫин шӑпине те, Тайӑр Тимккине те, хунавлах хӑрнӑ ытти талантcене те аса илетӗп».

Куҫарса пулӑш

Хунавлах хӑрнисем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫу кунӗсенче типсе е чирпе хӑрнӑ вырӑнсене кӗркунне патвар калчасем лартса юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кордонран 330-350 утасри хӑрнӑ юмана мӗнле ҫапса ҫурчӗ вӑл!!!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӳршӗ-аршӑсен куҫӗ умӗнчех юмӑҫ пахчана «киремет карти» тытнӑ, типсе хӑрнӑ ватӑ хурама ҫине темле тӑм кӗлеткисем ҫакса тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватӑ, хӑрнӑ пулсан та, ҫирӗп хӑй, чылай тӑрмашма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Хӑрнӑ йӑмрине касса, пӗве пуҫне юпасем лартрӑмӑр, ҫаппи-тураттипе ҫатан тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Унӑн хуралса хӑрнӑ варри ҫӗрӗк шӑл тӗпӗ пек курӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Остров ялӗ ҫумӗпе иртнӗ чух аслӑ князь макӑрмасӑр та чӑтаймасть: ун керменӗ пулнӑ вырӑнта вутпа ӗнсе хӑрнӑ йывӑҫсем ҫеҫ тӑлӑххӑн лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курӑр акӑ, сӗркӗч тытакан алли вӑрманти усал йывӑҫ хӑрнӑ пек типсе ларать…

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь, шӑп хӗрсе ӗҫлеме вӑйпиттиллӗ этем пулас вырӑнне, вӑл ир типсе хӑрнӑ йывӑҫ пекех шурса кайнӑ: куҫ хупанкисем ирӗксӗр кӑна хупӑнаҫҫӗ, шӑммисем — ӳт витӗр курӑнса тӑраҫҫӗ, питҫӑмартисем — путӑк.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӳлӗм ҫутинче — йывӑҫ кравать; унта минтер ҫинче типсе хӑрнӑ, ҫурма кӑвак сухалпа витӗннӗ сӑн-питлӗ Фергюсон выртать.

В свете которой видна была кровать с исхудавшим, на подушках, лицом Фергюсона, обросшим полуседой бородой.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Ҫӗрулми аври хӑрнӑ ӗнтӗ, хӑшӗсем ӑна кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑрнӑ вулла касакан пуртӑ сасси илтӗнсе кайрӗ — йывӑҫа тӳнтерсе Летика кӑвайт чӗртрӗ.

Раздался стук топора, ссекающего сухой ствол; повалив дерево, Летика развел костер на обрыве.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кунтан лагӗре каякан ҫул тӑрӑх, боецсене сулхӑн тата уҫӑ пултӑр тесе, ҫӳллӗ мар ҫамрӑк йывӑҫсем лартса тухнӑ, анчах нумай пулмасть лартнӑ йывӑҫсем типсе хӑрнӑ.

Дорога отсюда в лагерь была обсажена невысокими деревцами, чтобы давать бойцам тень и прохладу, но недавно посаженные деревца засохли.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сулхӑна пӗлмен каҫхи вӑхӑтсенче кӑшт-кашт йӑпанкаласа ҫӳремешкӗн пӗр вырӑн ҫеҫ уйӑрса панӑ, ку вырӑн — хуҫкаласа пӗтернӗ, тусанпа витӗннӗ акациллӗ бульвар тата хулан ҫавӑн йышшиех типсе хӑрнӑ сад-пахчийӗ.

Лишь одно место было отведено для скудных развлечений в вечера, не знающие прохлады, — бульвар из обломанной, покрытой пылью, акации и такой же чахлый городской сад.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех