Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑвпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ, сана валли халӑх юррисем, хӑвпа илме пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Апла тесен, кум, хӑвпа пӗрле Уҫкана илсе кай.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ халӑх хушшине укҫа пухма тухнӑ чух хӑвпа пӗрле укҫа чиксе тух.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Данилова хӑвпа пӗрле ҫаклат та шурӑ пӑрахутпа Атӑл тӑрӑх иш анчах!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Санӑн ӑна хӑвпа илсе ҫӳреме тытӑнмалла мар-и, Тукай?

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, эс, тата, ҫав нотӑсене хӑвпа пӗрле йӑтса ҫӳрес тетӗн-и, Павӑл? — кӗтмен ҫӗртен ыйртӗ Эльгеевран Иоаким Степанович.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— А-а, апла юрать: вӑрҫӑ пӗтсен, эсир ӑна хӑвпа пӗрле яла илсе кайӑр, эппин, чӑвашсем патне.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эсӗ маузера яланах хӑвпа пӗрле чиксе ҫӳренине эпӗ пӗлетӗп вӗт.

Я знаю, что ты всегда носишь маузер с собой.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хӑвпа пӗрле океан урлӑ дивансемпе ҫатмасене, чӑхсемпе сысна ҫурисене илсе каяймастӑн вӗт.

Нельзя же было везти с собой за океан диваны и сковородки, кур и поросят.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мана та хӑвпа пӗрле илсе кай апла.

Тогда и меня с собой возьми.

Анекдот пуххи // Капкӑн. «Капкӑн», 2011, 1№, 6 с.

Хӑвпа пӗрле илсе кай-ха эсӗ ӑна.

Возьми-ка его с собой.

Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Эсӗ мана хӑвпа пӗрле илсе каяс мар тетӗн-и, тетеҫӗм?

— Не хочешь, дяденька, взять с собой, а?

Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Эсӗ асту, ман патӑмра, анчах хӑвна-хӑв ан ман, — тесе пӳлчӗ ӑна тачки шӑртланса кайса: — санпа, ухмахпа, шӳт тӑваҫҫӗ; санӑн, ухмахӑн, кӑшт тавҫӑрса илсе, хӑвпа калаҫнӑшӑн тав тумалла.

— Ты смотри у меня, однако, не забывайся, — с запальчивостью перебил его толстяк, — с тобой, дураком, шутят; тебе бы, дураку, чувствовать следовало и благодарить, что с тобой, дураком, занимаются.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Хӑвпа пӗрле илсемччӗ эсӗ мана.

— Взял бы меня с собой.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Ӗнер эсӗ мана хӑвпа пӗрле Вӑкӑр чӑтлӑхне пыма мӗншӗн чӗнмерӗн? — кулянчӗ Ленька.

— Что ж ты меня вчера на Быки не позвал? — пожалел Ленька.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Хӑвпа икӗ боеца хӑвар.

Самому взять двух бойцов.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑвпа пӗрле ҫакна та ил!

Возьми с собой эту штуку!

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Хӑвӑн каяс пулать, ҫапах халӗ те тумланман-ха, — ҫав самантрах ҫилӗллӗ сасӑпа калӑма тытӑнчӗ ӑна княгиня, килтисемпе вӑл кунашкал сасӑпа калаҫма хӑнӑхнӑ пулас: — каллех хӑвна ҫилентересшӗн ӗнтӗ, каллех хӑвпа хирӗҫтересшӗн пулӗ.

— А ты еще не одет, а тебе надо ехать, — тотчас же после этого начала говорить ему княгиня сердитым тоном, который, видимо, был ей привычен в отношении с домашними, — опять чтоб на тебя сердились, опять хочешь восстановить против себя.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сывӑ пул, савнӑ тусӑм; эпӗ вилсен те ман юратӑвӑм яланах тата кирек ӑҫта та хӑвпа пӗрле пулассине пӗлсе тӑр.

Прощай, милый друг; помни, что меня не будет, но любовь моя никогда и нигде не оставит тебя.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ, ҫурӑм хыҫне патак тытса, сунара кайнӑ пек пултӑр тесе, вӑрманалла утсан, Володя, аллисене пуҫӗ айне хурса, ҫурӑмӗ ҫине выртрӗ те: «Мана та хӑвпа пӗрле пынӑ пек шутла,» — терӗ.

Когда, воображая, что я иду на охоту, с палкой на плече, я отправился в лес, Володя лег на спину, закинул руки под голову и сказал мне, что будто бы и он ходил.

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех