Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тилхепене (тĕпĕ: тилхепе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Айдак сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкне тунсӑхлӑн тӳрлетрӗ, тилхепене хӑй еннелле туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑрманҫӑ, ӗнсине хыпаласа тӑрсан-тӑрсан, тилхепене хӑвӑрт салтать, епресе выртакансене урлӑ та пирлӗ тапса туртсах ҫыхса лартать: урапа ӳречисем шӑт-шат кӑна туса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Урапа карт туртӑннипе, чутах ҫаврӑнса анмасть вӑрманҫӑ хыҫалалла, юрать тилхепене туртса карӑнтарма ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен тилхепене туртса карӑнтарать, лашине чарать:

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юпах ҫаплах ӗрӗхме пӑхать, икӗ турта хушшинче пӗр тикӗссӗн юртасшӑн мар, тилхепене йӑваш алӑ тытнине те туять пулас.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юпахӗ юртма юратаканскер пулчӗ, тилхепене тытса пыма ҫеҫ пултар — виҫӗ ҫухрӑма туххӑмра илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслӑ ҫултан пӑрӑнсанах Ҫимун Эрхип аллисене пӑркӑчласа ҫыхнӑ кантрана ҫӗҫӗпе касса татрӗ, тилхепене ун аллине тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Касса татнӑ тилхепене сыпрӑм, урхалӑхпа хырӑмайлӑха тӗрӗслерӗм-хытартӑм, урапа ҫине хӑпарса лартӑм, лашана малалла хӑваларӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Кӗсьере хуҫлатмалли ҫӗҫӗ пуррине аса илтӗм, балалайка хӗлӗхӗ пек карӑннӑ тилхепене касса татрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Тилхепене салтма-вӗҫертме тӑтӑм — пӑвӑнса ларнӑ, урапа кустӑрмине каялла ҫавӑрттарма хӑтлантӑм — вӑй ҫитереймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

— Малашне те эс тилхепене ҫапла шанчӑклӑ тытса пыр.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Туттамӑш ҫырмине пӗвелесе таврӑнакан ҫынсене хӑваласа ҫитсен, каллех Кирле тилхепене лӗнч ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тилхепене ҫирӗпрех тытса пырӑр, — ӑс пачӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗн тилхепене ҫирӗп тытса кӑрт ҫеҫ туртасчӗ те…

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрҫӑ пуҫланиччен ҫичӗ ҫул ҫак тилхепене тытса пынӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Ашшӗне тата епле ҫӑмӑл пултӑр; Вӑл ҫемьешӗн чӑн тӗрек, «тилхепене» ҫирӗппӗн тытса пыраканни те.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Лисук, хирӗҫ пӗр сӑмах та каламасӑр, ӳречерен ҫыхса хунӑ тилхепене салтса илчӗ те урапа хӗррине ларчӗ, Павӑл енне ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кӑлтӑрмач пек хутланса выртнӑ, икӗ аллине те пичӗ айне хунӑ, тилхепене пӗҫҫисемпе хӗстернӗ — пит тутлӑ ҫывӑрать лавҫи.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сӑрт тӗпне ансан, вӑл хутаҫран ҫӑкӑр кӑларчӗ те ӑна йӑлтах лашана ҫитерсе ячӗ, хӑй чӑкӑт татӑкӗ кӑларса пӗр-иккӗ ҫыртрӗ, лав тавра утса ҫаврӑнчӗ, сӳсмен пӑявӗсене, тевӗшсене, урхалӑха тыткаласа пӑхрӗ, тилхепене туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑрах аллипе тилхепене туртса, тепӗр хулӗпе лава тӗревлесе, Тимуш чӑнахах та ҫапла турӗ, вара лашана хускалма хушрӗ, сӑрт айккипе уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех