Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑрӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Сӑрӑ (тĕпĕ: сӑрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
4 вӗҫнӗ чухне вилнӗ (сӑрӑ тӗспе уйӑрнӑ);

4 погибли во время полёта (выделены серой заливкой);

СССР тата Раҫҫей космонавчӗсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%A1%D ... 0%BA%D3%97

Музей коллекцийӗ виҫӗ уйрӑм ҫын коллекци ҫине никӗсленет, унта Европӑри художниксем хайланӑ 174 сӑрӑ ӳнерӗн ӗҫӗ кӗрет, вӗсен хушшинче Халс, Ван Дейк, Тьеполо тата Пуссен ӗҫӗсем пур.

В основу музея легли три частные коллекции — 174 произведения европейской живописи, среди которых были произведения Халса, Ван Дейка, Тьеполо и Пуссена.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Мана шинель, каракульрен ҫӗленӗ сӑрӑ папаха тата кӗмӗллесе пӗтернӗ кукӑр хӗҫ тупса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Пуҫра — хӗрлӗ хӑюпа илемлетнӗ сӑрӑ папаха, ҫире — салтак шинелӗ, алӑра — йӑлтӑртатса тӑракан ҫинҫе те авӑнчӑк хӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӑй тин кӑна туяннӑ сӑрӑ костюмпа мар, ҫар тумӗпех иккенне вӑл хваттер тӗлне ҫитсен тин астуса илчӗ, анчах каялла ҫаврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Миша татах тем калатчӗ пуль, анчах чаплӑ сӑрӑ костюм тӑхӑннӑ тӗреклӗ Ванюк хуллен кӑна ура ҫине тӑчӗ те, Миша ҫӑварне хӑйӗн сарлака аллипе хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вырӑнти фабрикатсен шутне хут, сӑрӑ тата хими япалисем, стеарин, супӑнь, ҫу, сахӑр, цикори, машинӑсем, музыка инструменчӗсем, хурҫӑран, тимӗртен, ылтӑнран тата кӗмӗлтен тунӑ япаласем кӗнӗ.

В число местных фабрикатов входили: бумага, красильные и химические вещества, стеарин, мыло, масло, сахар, цикорий, машины, музыкальные инструменты, изделия из стали, железа, золота и серебра.

Хайльбронн // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%B0%D ... 0%BD%D0%BD

Сӑрӑ ӳнерӗн ӗҫне хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче вӗренме тытӑннӑ.

Обучаться живописи начинал у себя на родине.

Альбер Беттанье // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%8C%D0%B5

Вак-тӗвек промышленноҫ шутне сӑра вӗретесси, спирт юхтарасси, сӑрӑ кӑларасси тата сехет ӑсталасси кӗрет.

Мелкая промышленность представлена пивоварением, перегонкой спирта, красильным производством и изготовлением часов.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Охотск тинӗсӗнчи тата тухӑҫ Арктикӑн тӗрлӗ пайӗсенчи Гренланди кичӗсен, Лӑпкӑ океанӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗнчи сӑрӑ китсен тата ытти нумай районсенчи кӑвак китсен шучӗ халӗ те питӗ пӗчӗк.

Численность гренландских китов Охотского моря и различных частей восточной Арктики, серых китов в северо-западной части Тихого океана и синих китов во многих районах до сих пор крайне низка.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Сунар калӑпӑшӗ ҫулсерен 50 Гренланди кичӗпе тата 1-2 сӑрӑ китпа танлашать.

Объёмы добычи достигают 50 гренландских китов и 1-2 серых китов ежегодно.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Чукотка автономи округӗнче вырӑнти халӑх йӑли-йӗркипе ҫулсерен чукчӑпа калифорни популяцине кӗрекен 140 сӑрӑ кит таран тытаҫҫӗ.

В Чукотском автономном округе в рамках аборигенного промысла ежегодно добывается до 140 серых китов чукотско-калифорнийской популяции.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Ҫурҫӗр Атлантикӑра анлӑ сарӑлнӑ сӑрӑ кит популяцине 18 ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмпех тытса пӗтернӗ.

Популяция серого кита, существовавшая ранее в Северной Атлантике, была полностью выбита к началу 18 столетия.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Ҫук, йытӑ мар ку — сӑрӑ кашкӑр: хӳри вӑрӑм та усӑк.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Эпӗ сӑрӑ илме сарайне тухса кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пресс айӗнчен халь тухнӑ, сӑрӑ типме ӗлкӗреймен хаҫата илчӗ те хваттере ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Ҫӗр штук шӑвӑҫ, олифа, сӑрӑ, художник ӗҫӗ, пӗр пуҫлӑх патӗнчен теприн патне ыйтса ҫырнӑ хут… — шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иванов та сӑрӑ хурта чӑтайман, часах «сывпуллашнӑ» унпа.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сӑрӑ хурт пулчӗ вӑл маншӑн, упӑшка мар.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапах та сӑрӑ чӗрчунсем пуҫне усса вӑрах лармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех