Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑнарӗ (тĕпĕ: сӑнар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав ҫулсенче мана Женева кӳлли хӗрринче пӗчӗк ача йӑтса тӑракан Ленин сӑнарӗ канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Унтан хӗрсене тинкерсе сӑнарӗ, Марине инке еннелле сиввӗн пӑха-пӑха илекенскерсенчен кулмасӑр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсенче герой сӑнарӗ ҫеҫ мар, халӑх сӑн-сӑпачӗ те курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кун пек ҫынсен сӑнарӗ пирӗн литературӑра пур ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вун тӑххӑрмӗш ӗмӗр ҫынни — вун тӑххӑрмӗш ӗмӗр ҫынниех пулмалла: Тилли — ҫав ӗмӗрте пурӑннӑ чӑвашсен сӑнарӗ, поэт ӑна ӑста кӑтартса панӑ, ӑна вӑл халӑх ӑс-хакӑлӗн, шухӑш-кӑмӑлӗн ҫуттипе ҫутатса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Унӑн сӑнарӗ мӗнлерех-ши?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кашни юрӑрах Тиллин характерӗ усӑлса пырать, сӑнарӗ ытларах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юрӑсене вуласан, малтан Тиллин ача чухнехи сӑнарӗ курӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӑнах та, мӗнлерех-ха Тилли сӑнарӗ?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Татьяна Ишмуратовӑн сӑнарӗ вара «Турӑ ҫырни» калавра хытах тертленет, ултав ӑна самаях ҫапса хуҫать, апла пулин те пике ҫӗнӗрен ҫӗкленме вӑй тупать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Хуллен-хуллен Сантӑрккан сӑнарӗ тӗтреленсе куҫ умӗнчен ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тинкерсе сӑнарӗ ӑна Макар: те тӗрӗсне калать-ха вӑл, те суять…

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Час-часах чарӑнса, ҫурт-йӗрсене, пуринчен ытла пӳрт умӗнче ларакан йывӑҫсене тинкерсе сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑн пекех ҫырӑнса юлнӑ та утарӑн манӑн пурнӑҫӑмра ӳкерӗнсе пынӑ сӑнарӗ, анчах та чун тӗпӗнче тата ытти тути-маси те пур.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Куҫ умне тӳрех йӑмӑхтаракан сарӑ хӗвел, хӗвел ҫинче илӗхсе ларакан вӑрман, ҫӑра симӗс курӑк, пыл хурчӗсемпе кӗрлекен вӗллесем, утарта васкамасӑр хӑйӗн ӗҫне тӑвакан ҫӑварне чӗлӗм хыпнӑ ватӑ арҫын сӑнарӗ тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Ҫирӗп ҫакӑнса тӑракан пан улмисене ӑмсанса ҫӳлелле пӑхса сӑнарӗ

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Атӑла лайӑхрах курса юлас, унӑн вӑй-хӑватне ӑша хывас тесе ҫывӑхра ӳсекен яштака шурӑ хурӑн ҫумне таянчӗ, вырӑса та чӑваша, ҫармӑса та тутара малалла тӗрлӗ хулари вырӑссене ҫывӑх юхан шыва, тавралӑха сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Василий Захарович юнашар утса пыракана кӑмӑллӑн пӑхса айккинчен сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Унтан тавралӑха сӑнарӗ: аван-ҫке тӑван тӑрӑхра!

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл стройкӑна кӗмелли вырӑн лайӑх курӑнмалла ҫӗре ларчӗ те килекенсене сӑнарӗ тата Миша ҫӳлте, пуҫ тӑрринче, тимӗре электричество вӑйӗпе шӑратнӑ чухне сирпӗнекен хӗлхем илемӗпе киленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех