Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сулӑнса (тĕпĕ: сулӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саня сулӑнса кайрӗ, анчах аллине вӗҫертмерӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Саня вӑйлӑн сулӑнса картлашка ҫинчен сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

…Сасартӑк Сухви такам алран тытса вӑйлӑн туртнипе сулӑнса кайрӗ те майсӑррӑн картлашка ҫинчен сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

«Сулӑнса кайӑп та чул пек кусса анӑп, — шикленсе шухӑшларӗ Анатолий Семенович.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл малалла туртӑнчӗ те, сулӑнса, йыснӑшне питрен ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хветура питне аванрах курам тесе, Тимуш пӗшкӗнчӗ те сылтӑм ури хирӗнчӗклӗ пулнипе сулӑнса кайрӗ, пуҫӗпе каштана ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Диспетчер ҫуртӗнчен тухса тӑват-пилӗк минут чупсанах Сидоркин кӑкӑрне ярса тытрӗ те, пӗкӗрӗлсе, уксахласа, ҫул айккине тухрӗ, сарӑ тӑпра купи ҫине сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тоня ура ҫине тӑчӗ, сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аликов сулӑнса кайрӗ, ҫапах та шыва ӳкмерӗ, юпаран ярса тытма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хуллен хускалчӗ, енчен енне сулӑнса, автокран еннелле уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав кулӑ Таранов чӗрине витӗрех шӑтарчӗ тейӗн — сасартӑк вӑйӗ пӗтсе килнипе тӗпрен каснӑ йывӑҫ пекех сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анӑҫалла сулӑнса ҫинҫе вӑрӑм урисемпе инҫетри Сӑр хӗрринчи вӑрман ҫине чӗркуҫленнӗ хӗвел Автанкасси таврашӗнчи вӑрмана, улӑх-ҫарана, уй-хире кӗрен ҫутӑпа ачашлать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Лешӗ сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ун анкарӗ тӗл лекмерӗ, хӑй вара сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑрах винтовкуна! — тесе, эпӗ унӑп штыкне хамӑн штыкпа сасартӑк сулса яратӑп, анчах вӑл кӑшт ҫӳлелле ҫӗкленме ӗлкӗрет, ман штык вӗҫӗ аяккалла сулӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

«Чӑнах, Сталин вӗт ку! — вӑл пӗтӗм кӗлеткипе каялла сулӑнса илчӗ, тӑр кӑнтӑрлах хула варринче ҫилхеллӗ кашкӑрпа тӗл пулчӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ачарах чухне амаҫури амӑшӗ ӑс панисене каллех ҫӗнетсе, Турра ӗненекенсен еннелле те сулӑнса пӑхрӗ, вӗсемпе ҫывӑхланса вырӑсла «Отче наш» кӗлӗ те пӑхмасӑр калама вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сулӑнса кайрӗ, такӑнса, пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Вӑл сулӑнса кайрӗ те кӑшт ҫеҫ ӳкмерӗ.

Он покачнулся и чуть не упал.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Горовиц сулӑнса кайрӗ те каллех мастерӑн ури вӗҫне тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Горовиц пошатнулся и снова упал к ногам мастера.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех