Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пыра (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пыра чӳхеме те, каҫхине касака кайма та вӑхӑт пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Анчах вӑл хӑйӗн юлашки сӑмахне аса илет те, пыра кумкка ларнине ҫӑтса, тӗтреленнӗ куҫне вӑйранах хӗссе, картлашка тӑрӑх чупса хӑпарать…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сӑринчен пыра тӑкӑскӑ ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Инкек алӑкран шакканин тепӗр сӑлтавӗ – пыра хаяр шӗвекпе чӳхени.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

Манӑн портрет ерипен хӑйӗн конкретлӑхне ҫухатса пыра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вӑл сасартӑк ҫав тери хӑраса кайрӗ, Таньӑпа хӑй хушши ҫывӑхланса пыра пуҫланӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Аркашран пирус ыйтса илсе ҫӑвара хыпрӑм, анчах ӑна шӑрпӑкпа тивертме ӗлкӗреймерӗм: махорка пӗрчи тип пыра сӗртӗнсе йӗкӗлтерӗ те, ӳсӗрме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Хӑсӑк тип пыра лекнипе чыхӑнса кайнӑ вӑл, врачсем ҫапла каланӑ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аванкай мучи ӑна хирӗҫ пыра парать.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сложил!.. — тесе иккӗмӗш хут каланӑччӗ кӑна, пыра темӗн пӑвса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫу пыра лармасть…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӗсем сехет пӑхмасӑр, сулӑна-сулӑна, тирӗне-тирӗне кайичченех ӗҫлесен те колхозран чуна ӳтре усрамалӑх тырӑсӑр (вӑл та пулин ытларах чухне юлнӑ юлашки арпалли) пуҫне нимӗнех те тивӗҫеймеҫҫӗ (пур чухне те алла хурлӑх пулсан пыра мӑнтӑр пулать тени тӳрре тухаймасть ҫав): пӗтӗм пысӑк пахалӑхлӑ тыр-пула, пахча ҫимӗҫӗсене, аш-какая, сӗт-ҫӑмартана, ҫӑмне-тирне патшалӑха ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрман та халӗ ӑна хӑй ҫине кӗҫ-вӗҫ сиксе ларса пыра татса яма хатӗрленсе, йӑпшӑнса выртакан ҫӳлевӗҫ пек чӗрӗлсе илнӗн курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кун пек уҫӑ сывлӑшра пыра йӗкӗлтени ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Марине аптӑраса ӳкрӗ, калас тенӗ сӑмахӗ пыра тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Пыра ларни кӑна мар ку, урӑх чир.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Пыра темле кумкка пырса капланчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ытлашшиех асаймӑр, этем куҫҫулӗ пыл-сӑра мар, пыра та ларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пыра киле сана та ӑс кӗрсе ҫитет ак.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата шыраса тупсан та ҫиме пултараяс ҫук эпӗ ун апатне. Пыра ларӗ, ҫӑтаймӑп».

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех