Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нимпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ те, ҫитӗннисене кура, цифрӑсемсӗр пуҫне нимпе те кӑсӑкланман ҫын пулса тӑма пултарнӑ.

И я боюсь стать таким, как взрослые, которым ничто не интересно, кроме цифр.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Завьялов халь калама та ҫук савӑнса кайрӗ, кун пек пысӑк, нимпе виҫмелле мар савӑнӑҫ унӑн тахҫантанпах пулманччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак нимпе танлаштарайми сывлӑх шкулӗ сахӑр диабечӗллӗ пациентсемшӗн «Демографи» наци проекчӗн общество сывлӑхне ҫирӗплетмелли программа шайӗнче йӗркеленсе ӗҫлет.

Эта уникальная школа здоровья для пациентов с сахарным диабетом создана и действует в рамках программы по укреплению общественного здоровья национального проекта «Демография».

Уфари 18-мӗш больницӑра диабетпа чирлисем валли шкул ӗҫлет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3375024

Малтанах вӑл мана ытти вӗренекенсенчен нимпе те уйӑрӑлса тӑман ача пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ара, эпир те ыттисенчен нимпе те кая мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Хӗр Йӑвана тӑратма хӑтланать-хӑтланать тит — нимпе те вӑранмаҫть тит.

Девушка пытается разбудить Йывана — тот никак не пробуждается.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Пӗрре тапранса кайсан, нимпе те чараймастӑн ӑна: тигр!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Тӳррипе каласан, ырри-и вӑл — калама хӗн, ҫапах та хӑш-пӗр нимпе палӑрса тӑман кунсемех ытти чуна ҫӳҫентерекен кунсем хушшинче тавӑрма ҫук мӑскаллӑ вӑхӑт пек ӑшран тухмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Мӗн тери чун ыратнӑ вӑрман лӑпкӑ мар чух, ҫил ачисем нимпе лӑплантарса лӑпланаймасӑр йӗрмешнӗ чух, тӳпе сӑн-сӑпачӗ тӗксӗмленнӗ чух!

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӳлӗннӗ ӑшчикне нимпе уҫса яраймасӑр, чӗрине нимпе пусараймасӑр асапланчӗ Славик.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫимӗҫне ытларах кӑмӑллать мар-и, — тетӗп эпӗ, нимпе тӳрре тухма аптраса.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Ҫав усал тислӗк ҫинче тунӑ ҫимӗҫе эпӗ нимпе те ӑш кӗлесе ҫиеес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ку вӑл чӑвашсем ытти халӑхсенчен нимпе те кая мар теме май парать.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Хула паркӗнчен нимпе те кайра мар.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

— Бензин ҫынран хаклӑрах тесе каламарӑм-ха, ҫынна ӑна ҫӗр ҫинче урӑх нимпе те танлаштараймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Эпӗ те, ҫӗнӗ хваттере куҫас ӗмӗтпе, колхоз председателӗ Арҫутов патне виҫӗ хутчен хутларӑм, анчах нимпе тӗл пулма ҫук ӑна, нихҫан та ерҫмест вӑл: е пуху, е районтисемпе ларать, е эпӗ кая юлса пынӑ…

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Чӑнах та, ҫутҫанталӑк нимпе хаклайми парне панӑ Галинӑна - пурнӑҫ илемне ӳкерчӗксене хывас ӑсталӑха.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Ытти ачасенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасӑр виҫӗ ҫул хушши вӗсем шкулта пӗлӳ пухрӗҫ, класс тата шкул тулӗнчи тӗрлӗ мероприятисене, спорта хутшӑнчӗҫ; анчах килти е колхозри «хура» ӗҫре вара ытларах Ула Тимӗр пиҫӗхрӗ, кутӑрланчӗ (хӑш-хӑш чух шкулта килте тума панӑ ӗҫсене пурнӑҫлама та вӑхӑчӗ хӗсӗкрех пулчӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӗркеллӗ пӑхса, шӑварса ӳстерекен чечек пек хӗрача малтанах ҫакна асӑрхамарӗ те тейӗн, анчах кун пек хӑтланкаларӑшсем ытах йышланса кайсан, вӑл сисрӗ: ку ытти арҫын ачасенчен нимпе те уйрӑлса тӑман арҫын ача, Минин хушаматлӑскер, ӑна юратать, хӑй ҫине тимлӗх ҫавӑрасшӑн, хӑйне тӗсеттересшӗн ӑшталанать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасси чӗтрет хӑйӗн… нимпе те калаҫаймасть… куҫӗнчен куҫҫулӗ шӑпӑр-шӑпӑр юхать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех