Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Курайми (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ним тума пӗлмесӗр лараттӑм, хама хам курайми пуласси патнех ҫитеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Куҫару ӗҫӗнче мана чылайӑшӗ ӑстаҫӑ тесе калатчӗҫ, ман куҫарусене нихҫан та хурламанччӗ, халь вара эпӗ вӑл ӗҫе те курайми пултӑм:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Чим-ха, хуҫа, — чарма тӑрӑшса пӑхрӑм эпӗ, — мӗншӗн арӑмна ҫав териех курайми пултӑн?

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттанпа пӗрле вара вӑл Укаслӑва та вилес пекех курайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра Паҫук фашистсене курайми те курайми пулса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӑнастиртен тухса кайнӑшӑн пире унта ахаль те кураймаҫҫӗ, сирӗн пата ҫӳренӗшӗн Варуҫа пушшех курайми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Йыснана тата сыснана кӑларакан шӗвеке пӗр сӑлтавсӑрах, виҫерен те шутран тухса, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр, ейӗве ярӑнса лаккани те сахал мар пулчӗ, ҫавна пулах вӑл эрех чирӗпе чирлесех кайрӗ, ҫутӑ куна урӑ куҫпа курайми те пулчӗ, кӳпченӗ пичӗ тӗксӗммӗн ҫатраланса, самаях сӑнсӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Иккӗмӗшӗнчен, ҫак икӗ вӑйлӑ ҫыннӑн пӗр-пӗрне курайми пулма урӑх сӑлтавсем те пур.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем ӗлӗкех, малтан курса паллашнӑранпах, пӗр-пӗрне юратмастчӗҫ, пӗлтӗртенпе пӗр-пӗрне пушшех курайми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак самантран вӑл арӑмне курайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аля тавра ӑшшӑн кулкаласа, темӗн калаҫса ҫаврӑнкалакан хӳхӗм каччӑ ӑна чи курайми тӑшман пек курӑнчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара эпӗ хама хам та курайми пулнӑ пулӑттӑм, тусӑмсем те йӗрӗнӗччӗҫ манран.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Кам пуласси, паллах, кунашкал ирсӗр ӗҫе пире курайми тӑшман ҫеҫ тума пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кӗвӗҫсе те тарӑхса шухӑшланӑҫемӗн Лукарье палланӑ-палламан хӗре курайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук, эпӗ кирлӗ мара сӳпӗлтетнине илтсен, пуҫӗпех курайми пулӗ».

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫимӗк хыҫҫӑн хӑйне Михха чӗререн курайми пулнине Ҫтаппан сисет.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫавӑнпа вӑл мана халь пушшех курайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ҫинчен пупа каласа парассипе хӑратса пурӑннӑ пек туйӑннӑшӑн Миккие курайми пулса ҫитрӗ.

Со дня на день ожидая, что Микки донесет на него попу, и даже возненавидел его.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваҫукпа амӑшӗ ӳпкелешме пултарасси ҫинчен шухӑшланипех вӗсем ӑна курайми пулса ҫитнӗ…

Вскоре и вовсе возненавидели они семью Сбоевых, чувствуя за собой непрощенную вину.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апла илме пултарайман, парӑнтарайман та — курайми пулса кайнӑ, пӗтерме шухӑш тытнӑ.

Ан не вышло, не поддался ты, вот и возненавидели люто, со свету сжить удумали.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех