Шырав
Шырав ĕçĕ:
Киввине аса илсе ан пурӑнӑр, хӑвӑр валли ҫӗннине уҫма тӑрӑшӑр.Не держитесь за старое, попытайтесь открыть для себя новые границы.
9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Сӑмахпа мар — ӗҫпе, ӗҫпе киввине пӗтермелле! — ик майлӑ ӑнланмалла каларӗ Кушников.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Киввине салатса ярса кирлӗ курнӑҫусем шырарӑм, ҫынсемпе калаҫрӑм, ҫапла вара пӗрин хыҫҫӑн тепри, мана тивӗҫтерекеннисем, пухӑнчӗҫ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ҫакнашкал ӗҫ ҫинчен ӗмӗтленнӗ-им вӑл патшапа мул хуҫисен влаҫне, каярах — киввине каялла тавӑрма ӑнтӑлакансене хирӗҫ пурнӑҫа шеллемесӗр кӗрешнӗ чухне?
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӑрантарчӗ вара Антун утне, киввине пӑрахӑҫласа, ҫӗнӗрен Тӑвӑл ят хунӑскере.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Киввине хывса хур.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Варвара Петровна, наркотизатор, асаплӑн сывлакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫинчен простынь кӗтессине мӑйӗ таран сирчӗ те шампа хырӑмлӑ савӑтӑн пӗчӗк ҫӑварӗнчен эфир шӗвекӗ юхтарса ҫӗнӗ маска йӗпетрӗ, унтан ӑна, киввине сӳсе пӑрахса, матрос ҫамки ҫине хучӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Лешӗ ӑна ҫӗнӗ щит пырса панӑ, киввине илсе кайнӑ.
Щит // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Вӗсем лӑпланса ларчӗҫ те, вара пӗри каллех «Лиллибуллеро» киввине шӑхӑрса ячӗ.Они спокойно уселись, и один из них снова засвистал «Лиллибуллеро».
XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫӗнӗрен савни тупаяс ҫук, Тупсан та киввине манас ҫук.Заново влюбиться я не смогу, Если и найду любовь, прошлое не забуду.
Акӑшӗ ӑҫта? // Султтанпике. https://chuvash.org/lib/haylav/221.html
Тусан та — киввине манас ҫук.
Акӑшӗ ӑҫта? // Султтанпике. https://chuvash.org/lib/haylav/221.html
Ача чухнех Эпикур вӗрентӗвне пӗлсе ҫитнӗскер, вӑл пурнӑҫра хӑйӗн учителӗн канашӗсемпе усӑ курнӑ; вӑл илемлӗ те тарӑн юрату шыраман, ҫӑмӑл та кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ йӑпану шыранӑ, «ҫӗнӗ юратӑвӑн уххисемпе киввине хӑвӑрт хӑваласа яма» тӑрӑшнӑ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Киввине аркатрӑмӑр-ҫке-ха эпир сирӗнпе!
Пӗлмесен — вӗренӗпӗр // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ӳсӗрте хӑр-хар калаҫма юратакан слуги ӑна юлхавлӑн ҫӗнӗ сюртук тыттарчӗ (киввине, штабс-капитан ӑна бастиона кайнӑ чух тӑхӑнаканччӗ, сапламан пулнӑ).
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Манӑн куҫ умне вара ҫак улӑп-класс мӗнле вӑй илсе ҫӗкленни, сӑнчӑра татса, ҫӗрӗккине, киввине аркатни, ҫӗр ҫинче ырӑ идеалсем ҫирӗплетни куҫ умне тухса тӑчӗ.
«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Енчен те Ҫӗнӗ ҫултан пӗтӗм киввине, усӑсӑррине, лайӑх маррине пӑрахса ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫлама май килсен, ун чухне вара ку уяв пулӗччӗ, хӑвна яланхи пекех кичем тата усӑсӑр пурнӑҫ кӗтнине пӗлетӗн те мӗн савӑнасси вара…
Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Киввине вара?
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫӗннине тума тытӑниччен киввине аркатса тӑкма кирлине Симурден ӑнланса ҫитнӗ.Симурдэн думал обо всем, что придется разрушить, прежде чем строить новое.
V. Пӗр тумлам сивӗ шыв // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Революци хӑйне палӑртса киввине сехӗрлентернӗҫемӗн Симурден хӑй лӑплана пуҫланине туйнӑ.
II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тата кунта пуринчен ытларах киввине ишсе антарасси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, лере ҫӗнни ҫинчен ӗмӗтленеҫҫӗ, ҫавӑн пирки ывӑлӗпе Андрейӑн сӑмахӗсем амӑшӗшӗн ҫывӑхрахчӗ, ӑнланмалларахчӗ…
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.