Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑҫан тинӗс уттисем Ҫыпҫӑнӗҫӗ пӗрлешсе, Ҫавӑн чухне ермӗшсе, Ҫыпҫӑнӗҫӗ иккӗшӗ — Чӗкеҫпеле Еркиней!»
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чӗкеҫпеле Еркиней Туй тӑвӗҫӗ шӑратса…
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫитмӗл пин ҫын хушшинче Ҫичҫӗр ҫулхи пӗр старик, Хӑҫан ҫавӑ старикӗн Ҫӗрнӗ шӑмми-шаккинчен — Сӗтел тӑвӗҫ кӑкринчен, Ура тӑвӗҫ уринчен, Ҫав сӗтелӗн хушшинче Апатланӗҫ иккӗшӗ — Тин пӗрлешчӗр юратса Чӗкеҫпеле Еркиней!»
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Виҫ ҫул ӗлӗк юри кин кӳртме асӑнса Хатӗрленӗ, тет ӑна Еркиней хисепне», Тесе тытса илчӗ Чӗкеҫ шӑрҫана, Кӑмӑл тулли кулса илем кӳртрӗ сӑн-пуҫа.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Юратап кил-йыша, юратап хурӑнташа, Анчах никамран та ытла, Чунӑмран та мала Юратап Еркиней тантӑша.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫӑлтӑр куҫлӑ Еркиней Чатӑр витӗр ялт курать, Анчах туйӑн йӗркине Шӑлне ҫыртса пӑхӑнать.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Еркинейӗн тур лаши Аламасӑр сӗлӗ ҫимест, Еркиней те ҫавнашкал, Суйламасӑр хӗр илмест».
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Ҫӗрпӳ хуҫи — ҫӗр хуҫа, Ҫӗр хуҫара ырри ҫук; Пирн Еркиней хӑй хуҫа — Ӑна ҫитес ыр ҫын ҫук!»
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Анчах маттур Еркиней Ҫӳлти ҫӑлтӑр пек пӑхать, Пур ҫӗрте те ун телей Хӗррипе тан тӑкӑнать: Утмӑл тантӑш каччӑсем Ҫӗр чӗтретсе ташлаҫҫӗ, Туй арӑмсем, хӗр ҫумсем Пӗрне-пӗри мухтаҫҫӗ.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫитменнине ҫине ҫи Евчӗ ярать Еркиней, Ялта сӑмах хутаҫҫи — Вӑхӑт унтан йӳтеме!
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— «Юрать ку сӑмахшӑн, ермӗхленнӗ Еркиней, Утӑ улӑхра юлни — пур халӑхшӑн чӑн телей, Атӑр, ачамсем, халӑх умне тӑрӑпӑр, Хура халӑхпа пӗрле калла улӑх таврӑпӑр».
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Еркиней те инҫех мар, Ҫӳлте, сӑртра вӑл тӑрать — Сӑнне пӑхма Пихампар, Аран ҫилне шӑнарать: Тури халӑх пусмӑрне Ӑҫтан чӑтма халӗ пур?
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Шухӑшӗнче — Еркиней, Унсӑр уншӑн ҫук телей: Куҫа хупсан курӑнать, Ӑшчик тулли калаҫать…
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫитменнине Еркиней те Кӑмӑл юлма хӑй килне: Ула утпа ҫӳреме, Улӑх тӑрӑх вӗҫтерме; Тата… шухӑш пуҫӗнче — Чӗкеҫ тухмасть чӗринчен…
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хуйха пуснӑ Унерпин пичӗ пӗр хӗрелчӗ, Еркиней ҫинчен илтсен сӑнӗ каллех сӳрелчӗ.
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Урха хӗрне Чӗкеҫе вӑрлама пулӑшсан, Тавӑрӑп лашуна, ула ут пулӗ сан», Тесе сӑмах пачӗ тет харсӑр Еркиней, — Ҫавӑнпа та асту Чӗкеҫе, кинемей!
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Патерек ула ута каялла ыйтрӑм, тет, Анчах Еркиней пӗр тупӑш хушрӗ тет:
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тытнӑ-тытман Еркиней Салтать тутӑр вӗҫсене: Унта тупать кӑмӑлне Чӗкеҫ ҫӳҫӗ пӗрчине, Чикет ӑна кӗсйине.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Асси-пӑсси Еркиней Ирӗксӗрех килӗшет, — Авалхисен йӗркине Виҫҫӗмӗш хут кӗрешет.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чӗкесшӗн те Еркиней Асра тытмалли телей…