Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗренес (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сарӑту консерваторийӗн концертпа ҫутӗҫ пурнӑҫӗнче яланах тематика концерчӗсем пысӑк вырӑн йышӑннӑ, ҫӗннине вӗренес тӗлӗшпе вӗсем яланах питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Большую роль в концертно-просветительской жизни Саратовской консерватории всегда играли тематические концерты, имеющие огромное просветительское значение.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Географи карттине аван тӗпчесе вӗренес тесен, контурлӑ картӑпа ӗҫлемелле, ун ҫине тӗрлӗ паллӑсем, ятсем ҫырмалла.

Чтобы хорошо изучить географическую карту, необходимо работать по контурной карте: нужно делать на ней различные обозначения и надписи.

Мӗн вӑл контурлӑ карта тата ӑна мӗнле хатӗрлемелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӳлевсӗр вӗренес тесен «Работа России» порталта заявка памалла.

Чтобы пройти бесплатное обучение, нужно подать заявку на портале «Работа России».

Пушкӑртра ача сачӗсен нянисен курсне пухаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ha-3481507

Эпир вӑрманта суккӑр ҫынсем пекех аташса ҫӳренине эпӗ астуса илтем те, пионерсем пек хам ҫул тупма вӗренес терӗм.

Я вспомнил, как мы блуждали, точно слепые, по лесу, и твердо решил научиться, как пионеры, находить дорогу.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Юхан шывсемпе кӳлӗсене тӗпчесе вӗренес ӗҫе пропагандӑлакан тепӗр хастарлӑ, ҫине тӑрса ӗҫлекен ҫын ӳсни лайӑх пулать кӑна вӑл.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнентерме вӗренес пулать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пирӗн халь нумай япаласене ҫӗнӗрен вӗренес пулать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа вӗренес пирки те ахалех чарӑнса тӑмасть-ши вӑл?

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Малалла вӗренес теместӗн-и?

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Пирус туртма вӗренес пулать.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урамра выляса-кулса ҫӳрес, шкулта тӑрӑшса вӗренес вырӑнне уй-хирте тӑрӑшнӑ, аслисене пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Вишневский куҫ чирӗсене тӗпчесе вӗренес тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӑтӑрмӗш ҫулсенче Петр Онисимович, чӑваш культурине вӗренес тата ӑна аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлекен Мускаври обществӑн председателӗ пулнӑ май, Шупашкара килсе, нумай ӗҫсем туса ирттернӗ: чӑвашсен тин ҫеҫ уҫӑлнӑ пӗрремӗш аслӑ шкулӗнче — педагогика институтӗнче лекци вуланӑ, чӑваш халӑхне вырӑс халӑхӗпе тачӑрах туслашнӑ, унтан вӗренсе пыма майсем тума тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Кирек епле чӗлхене те вӗренес тесен, чи малтан грамматикӑна пӗлмелле, унпа усӑ курма хӑнӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Ку вӑхӑт тӗлне выльӑх тикӗсленет, вӑй-халпа опыт шайлашулӑхӗ пур, анчах ҫав вӑхӑтрах лаша умӗнче пӗтӗм пурнӑҫ пур-ха, тата мӗн те пулин ҫӗннине вӗренес кӑмӑл та, вӑй та пур, - каласа панӑ опытлӑ коневод.

К этому времени животное становится уравновешенным, имеет оптимальное соотношение сил и опыта, но в то же время впереди у лошади ещё вся жизнь, и есть желание и силы учиться чему-то новому,– рассказал опытный коневод.

Утлӑ парада хатӗрленесси хӗрсе пырать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3380815

Ҫутҫанталӑкӑн ҫӗнӗ явленийӗсемпе законӗсене тупса палӑртма, планетӑсем хушшинчи тӗнче уҫлӑхӗн уйрӑмлӑхӗсене пӗлсе ҫитме Совет ҫӗршывӗнчи тӗпчевҫӗсем тӗнче уҫлӑхне тӗпчесе вӗренес тӗлӗшпе тунӑ ӗҫсем вӑйлӑ аталанни пулӑшса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑл атом энергийӗпе усӑ курас, реактивлӑ техникӑна аталантарас, тӗнче уҫлӑхне тӗпчесе вӗренес тата ытти нумай наукӑсене аталантарас тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӳсем халӗ пӗтӗм этемлӗхе тӗлӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Малтан вӗренес пулать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Вӗренес тетӗнех пулсан, урӑххисем патӗнче вӗрен каменщик ӗҫне, пирӗн йӗкӗт пуҫне минретсе ан ҫӳре!

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тулли мар вӑтам шкул пӗтертӗмӗр те, малалла вӗренес тесе, икӗ ҫухрӑмри Ҫӗнӗ Кипеҫе ҫӳреме пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех