Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ваҫлей (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ, эсӗ, Ваҫлей, мӗн терӗн-ха, аслаҫу Серафим святой пирӗн енчех ҫуралнӑ тесе калать терӗн.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫлей, чупса ҫитсе, лаши мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ, ӗсӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр ямшӑкне Ваҫлей тетӗшӗ патӗнче мар, Захар Петрович тӗлӗнче чарӑнма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗрӗсех кӑларӗ Захар Петрович: Ваҫлей лашисем кунта, Шаккур патӗнче.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— В-витеренех ҫав… — мӑкӑртатрӗ Ваҫлей.

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫлей, аслӑ пулин те, шӑллӗсен умӗнче хӑйне мӗскӗнле тытать, калас тенӗ сӑмахӗсене те калаймасть, шывланса тӑракан куҫӗсене шӑлма пуҫлать те — аптӑрасах ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепри, шӗвӗр сухалли, хӑнчӑртарах куҫли, ҫи-пуҫӗпе те темех уйрӑм марри, Сахарпа Петӗрӗн аслӑ тетӗшӗ Ваҫлей пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр минутранах Петӗрпе Ваҫлей каланӑ вырӑнсенче пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эсӗ, Ваҫлей тете, ҫурт тӑррине улӑх.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫапла ҫав, — хаш! сывлать Ваҫлей

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Пилӗкне хыпала-хыпала Ваҫлей сумкинчен кӑларнӑ хутне пӳрнипе йӗрлет:

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

— Председатель мана хушрӗ, — суйрӗ Ваҫлей.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

— Культиваци таран колхозниксене, культиватортан лерелле колхоза тухать, — ӑнлантарчӗ Ваҫлей мазутпа тата тусанпа хуралса ларнӑ ҫамрӑк тракториста.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Мӗн унта пӗр сыпӑк ытлашши, пӗрре ҫитменни, — шӗвӗр пӳрнине тӑратсах калаҫма пуҫларӗ Ваҫлей.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Ваҫлей ун сӑмаххисене хӑлхана та чикмерӗ, ценнуроз ернӗ сурӑх евӗр, ҫаврӑнакан пуҫне ҫӗрелле чикрӗ:

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

— Павӑл кумӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Май уявне килнӗ, — типсе хытнӑ чӗлхине аран-аран вылятрӗ Ваҫлей.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗрен палӑрнисем ҫаксем: унччен вулӑсри кулава пулнӑ Юнкӑ ҫынни Романов Макар, Чиркӳллӗ Тутараньсем Иванов Карачӑм, Иванов Ваҫлей, Михайлов Энтри; Аначкасси ҫыннисем Иванов Аверкипе Ҫтаппан; Тепте ял этемми, унччен те пӗр-ик хут айӑпланнӑ паттӑр Сидоров Ҫтаппан (Палатай); Пушкӑрт ял ҫыннисем Никитин Пракахвипе Алексеев Кавӗрле; Ҫатрасем, ял халӑхне сӳлтен хушнӑ йӗркесене йышӑнма чарса тӑнӑ Дмитриев Энтри; Хураҫка ял ҫынни Сергеев Макҫӑм, Урпашсем Григорьев Хӗветӗр (ку ҫынна уйрӑмах астуса тӑрӑпӑр), Кожваш ҫармӑсӗ, штатра тӑман тиечук (псаломщик?) Алеев Макҫӑм т. ыт. те, т. ур. те.

Появлялись все новые и новые имена: бывший волостной голова, уроженец Юнги Макар Романов; выходцы из Церковной Тутарани Герасим Иванов, Васьлей Иванов, Андрей Михайлов; Ивановы Степан и Аверкий из Аначкасов; уроженец Тепте, до этого уже дважды обвиненный в неподчинении властям батыр Степан Сидоров (Палатай); жители башкирских деревень Прокофий и Гавриил Алексеевы; Андрей Дмитриев из Сятракасов, не раз восстававший против властей; уроженец деревни Хураська Максим Сергеев; урбашцы Федор и Василий Григорьевы (о последнем речь будет ниже); мариец из Кожваш. дьяк-самоучка (псаломщик?) Максим Алеев и многие, многие другие…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Пыратӑп, Ваҫлей.

— Приду, Васьлей.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ӗлкӗреймен…» — Ваҫлей пуҫ тайрӗ, Ним шарламасть хӗр — хытнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлтерчӗ халь Ваҫлей хӗре: «Баронӑн вӑхӑчӗ хӑрушӑ, — Чӗр вилӗм хатӗрленӗ уншӑн, — Васкас тӗл пулмалли ҫӗре».

Куҫарса пулӑш

XXXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех