Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аякка сăмах пирĕн базăра пур.
Аякка (тĕпĕ: аякка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмен иккен.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Пӗри, хура кӗрӗкли, юр чӑмӑртаса, чакаксене перкелесе пӑхать, лешсем, теме сиссе, пурпӗр пит аякка вӗҫсе каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сӑнанӑ тӑрӑх, «чӑваш ӑсти авалран пыракан тӗслӗхсенчен аякка пӑрӑнмасть: ҫипписем унӑн тӗксӗм, анчах тӗрри таса, кӑткӑс.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ӑна ҫапла ӑнлантараҫҫӗ: Ӗлӗк чӑвашсем аякка, хул хушшине, пӗчӗкҫӗ хутаҫ ҫакса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пирӗн вӑхӑтра (ытла аякка юлман тапхӑрсене ҫеҫ илӗпӗр) тӑватӑ ҫул хушши урӑм-сурӑм хӑрушӑ вӑрҫӑ пӗр саманта чарӑнми ялкӑшса, кӗрлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл аякка каймарӗ, ӑна Тина чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Аякка каймасть, — терӗ милиционер.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫук, аякка каймарӗ вӑл, пӗр тунката хыҫне кукленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хамӑр ҫуртран аякка каяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫулран аякка пӑрӑнса, тавралӑха сӑнаса выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кушак ҫури маншӑн таҫта аякка тӑрса юлнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Вӗсем те «ҫӑмарта чӑххинчен аякка ӳкмест» тенӗн ырӑ тӗслӗхпе маттур пулчӗҫ: шкулта — вӗренессипе, кил-ҫурт таврашӗнче ӗҫлессипе ашшӗ-амӑшӗн ятне ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хул-ҫурӑм тӗреклисен «йӗтри» чылай аякка вӗҫет, ырханнисен тата пӗчӗккисен — ҫур ҫырмана та ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑрҫӑ пурне те аякка салатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тоня! — кӑшкӑрчӗ Лена трактор шавне хуплас пек хӑйӗн аякка саланакан сассинчен шикленерех.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ӗненме-шанма пултарнӑ-и Ҫӗрпӳ хулинчен аякка кайса курман амӑшӗ, икӗ ят ҫӗрне суха пуҫпе чӗртерсе тыр-пул ҫитӗнтерекен ашшӗ хӑй пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тухса кайнӑ чухне ҫулталӑкра тӑрса юлнӑ ывӑлӗ шкулта вӗрентекен те, хаҫатҫӑ та пулса тӑрасса?

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Шухӑшсем, лӑпланма пӗлменскерсем, таҫта аякка илсе каяҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑштах тӑрсан иккӗшӗ те мӑшлатма пуҫларӗҫ, ашшӗ патне аякка — вӑрҫа кайрӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунӗпе те килкартишӗнчен аякка тухмарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халиччен тӑван ялтан аякка кайса курман Ваҫиле Хусанта хӑйне ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пекех туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех