Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Асӑрхаттарас (тĕпĕ: асӑрхаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа манӑн хамран ҫамрӑк ҫынсене те, хамран аслисене те ҫапла ҫеҫ асӑрхаттарас килет: кашни пӗчӗк ӗҫех шухӑшласа ту, пӗр-пӗр ӗҫе тӑвас умӗн яланах шутла: малашлӑхра мӗнле вырӑн йышӑнӗ вӑл саншӑн, инкек-синкек патне илсе пымӗ-и вӑл сана…

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпир кунта ун пирки те асӑрхаттарас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Анчах литературӑ произведенийӗн содержанийӗпе форми пирки сӑмах хускатрӑмӑр пулсан, кунта ҫакна асӑрхаттарас пулать: ку ыйту — вӑл литературӑ тӗпчевӗнче (литературоведенире) пысӑк вырӑн йышӑнса тӑракан философилле ыйтусенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Манӑн вара хама асӑрхаттарасах килет, питӗ асӑрхаттарас килет, унсӑрӑн пурӑна-киле юлташла туйӑмсем «пӑсланма», мана юлташӑмсемпе «ҫыхса тӑракан шанчӑксӑр ҫинҫе ҫипсем, туртӑна-туртӑна, пат! татӑлса кайма» та пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Шалусене вӑхӑтра парас, ӑна конвертпа тӳлессине асӑрхаттарас ыйтусемпе ведомствӑсем хушшинчи 17 ларӑва ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Муниципалитет округӗн администрацийӗнче чрезвычайлӑ лару-тӑруран асӑрхаттарас, ӑна сирсе ярас тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе ӗҫлекен округри комиссин ларӑвӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Витӗмлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2%d0%b ... 80%d0%bbe/

- Эпир пӗчӗк коллективпах (Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче 4 ҫул-йӗр инспекторӗ) ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушлӑха сирес, ҫынсене, шкул ачисене ҫул ҫинче сиксе тухакан синкерлӗхран асӑрхаттарас тӗллевпе сахал мар ӗҫ туса пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Михха патӗнче уретникпе стражник пурри ҫинчен Трифун ырӑ сунса, Ҫтаппана хӑрушлӑхран асӑрхаттарас кӑмӑлпа каларӗ пулсан та, ку хыпар Татьянана пушшех ҫапса хуҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тен, чӑрмавлӑ, анчах паянхи кун кирлӗ мерӑсене пуриншӗн те хӑрушлӑх кӑларакан киревсӗр ӗҫсене асӑрхаттарас тӗллевпе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушсӑрлӑх та ҫӳллӗ шайра // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10874-kh ... -ll-shajra

Ҫавӑнпа асӑрхаттарас килет: ҫул ҫинче пӗр-пӗрне хисепленинчен, хӑвӑншӑн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те яваплӑха туйнинчен хакли ҫук.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Синкерлӗ лару-тӑрусене асӑрхаттарас тесе вӗсем урӑ мар водительсене тупса палӑртассипе, ҫул юхӑмӗнчен кӑларассипе тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Профилактика медосмотрӗн ҫак тӗсне массӑллӑн ҫынсем хӑйсем шутлама та пултарайман чирсене тупса палӑртас тата асӑрхаттарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра тӗрӗсленнине нимӗн те ҫитмест // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11859-v- ... te-citmest

Ҫак вӑхӑтра чрезвычайлӑ лару-тӑрусене асӑрхаттарас тӗллевпе, вӗсем сиксе тухас-тӑк, хӑрушла сиене сирме хатӗрленсе тӗрлӗ регионсенче тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушлӑха сирме хатӗр пулмалла // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11658-kh ... r-pulmalla

«Урӑ ял» конкурс урӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлама, алкоголизмран асӑрхаттарас енӗпе ӗҫлекен поселенисене тупса палӑртма тата хавхалантарма тӗллев лартнӑ.

Конкурс «Трезвое село» нацелен на пропаганду трезвого образа жизни, выявление и поощрение поселений по предупреждению алкоголизма.

Пушкӑртстанра "Урӑ ял" конкурс стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2022 ... an-3054043

— Кун пирки асӑрхаттарас пулать, халех сухаласа тухтӑр, — шухӑшлать вӑл трактор патнелле тӳррӗн утса.

— Надо об этом предупредить, пусть сейчас же вспахает, — думал он, направляясь прямо в сторону трактора.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Кӗтерне халех Натали патне тухса чупас, ӑна ывӑл пирки ытлашши калаҫса ан ҫӳре тесе асӑрхаттарас тесе те шутларӗ, анчах кӑна тума вӑл ниепле те хӑюллӑх ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс мана, Ятман, пурнӑҫ ҫине ӳпкелешет тесе ан шутла, — ун еннелле ҫаврӑнса асӑрхаттарас сасӑпа сӑмах хушрӗ Кӑтра Михала.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Северьяна асӑрхаттарас пулать, унсӑрӑн пӗтет каччӑ, пӗтет.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн ӗмӗрне тӑсас, туслӑ йышпа тунӑ ӗҫе кам та пулсан сиен кӳме пырсассӑн ӑна асӑрхаттарас туйӑм ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Джесси хуҫалӑх ӗҫне сӑмсине чикместпе пӗрех, анчах ӑнсӑртран мӗн те-тӗр курсан асӑрхаттарас тӑк ӑна пӑркаланмасӑр пӑхӑнаҫҫӗ, — вӑл Моргиана хушӑвне улӑштарма хушсан та.

Джесси не вмешивалась в хозяйство, но если на что-нибудь случайно обращала внимание, ей повиновались беспрекословно, — вздумай она даже отменить приказание Моргианы.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех